Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çырава ăнăçлă ирттернĕшĕн _ награда

ПĔЛТĔРХИ июль уйăхĕнче иртнĕ ял хуçалăх çыравĕ Шăмăршă тăрăхĕнче çỹллĕ шайра пурнăçланнă, палăртрĕ Чăвашстат ертỹçи Ю.К.Марков эрне кун район администрацийĕнче пулнă савăнăçлă пухура. Çырав вăхăтĕнче ял хуçалăх организацийĕсем ял хуçалăх çĕрĕпе мĕнле усă курнине уйрăмах тимлĕ тĕрĕсленĕ. Çыравçăсем выльăх-чĕрлĕх йышне те шута илнĕ. Çак тапхăрта туса ирттернĕ пысăк ĕç ял пурнăçне малалла аталантарнă çĕрте питех те кирлĕ пулĕ. Ю.К.Марков çырава йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе уйрăмах хастар ĕçленисен ушкăнне "За заслуги в проведении Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2006 года" медальпе тата "За активное участие во Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2006 года" знакпа наградăларĕ. Медаль илнисен йышĕнче район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та пур. Чăвашстат ертỹçи Валерий Петровича çырав вăхăтĕнче пысăк пулăшу панăшăн чĕререн тав турĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться