Пархатарлă пурнăç
Александр Николаевич Воронцов 1927 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Никишино ялĕнче çуралнă. 1935 çулта вĕсен çемйи Шăмăршăна куçса килнĕ. Ашшĕ милици уйрă-мĕнче ĕçленĕ, Саша шкула çỹренĕ. Питĕ тăрăшса вĕреннĕ вăл, ỹссе çитсен бухгалтер пулма ĕмĕтленнĕ. 9 класс пĕтерсен, А.Воронцова салтака илеççĕ. Çарта Александр 6 çул та 6 уйăх пулать, ахаль салтакран отделени командирĕ тарăн ỹсет. Шăмăршă каччине службăри тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн командирсем пĕрре çеç мар тав тунă. Çартан таврăнсан, Александр çине тăрсах вăтам шкул пĕтерет. Шел те, йывăр чирленипе малалла вĕренме каяймасть. Ăна МТСа нормировщик пулса ĕçлеме илеççĕ. Пыра-киле МТСран РТС туса хураççĕ, А. Воронцова аслă бухгалтер çумĕ пулма шанаççĕ. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлтан туса пынă вăл, 200 ытла çынлă коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. 1953 çулта Александр Шăмăршăри ĕçчен те сăпайлă хĕрпе Антонина Кудряшовапа пĕрлешет. Воронцовсем пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр савăнăçлă та телейлĕ пурăннă. Ĕçре те, килте те, пушă вăхăтра та хавхалануллă пулнă. А.Воронцов Шăмăршăри арçынсен хорĕнче те юрланă. Мăшăрĕ _ Антонина Степановна _ малтан районти çар комиссариатĕнче секретарь пулса ĕçленĕ, унтан 20 çул ытла халăх судĕнче тăрăшнă. 1962 çулта Воронцовсем пысăк çурт лартса ăшне кĕнĕ. Вăрман хуçалăхĕнче, каярахпа Шăмăршă лесничествинче бухгалтер пулса ĕçленĕ Александр Николаевич. Тăрăшуллă ĕçшĕн пĕрре çеç мар Хисеп грамоти илме тивĕçнĕ. 54 çул пĕрле Александр Николаевичпа Антонина Степановна Воронцовсем, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Питĕ шел, автоаварире кĕçĕн хĕрĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Аслă хĕрĕ _ Наташа _ районти библиотекăра ĕçлет. Ватăсене савăнтарса виçĕ мăнук çитĕнет. Воронцовсен килти хуçалăхĕ пуян, сад пахчинче вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ. Хăйсем те пыл хурчĕсем пекех ĕçчен: улма-çырла, пахча-çимĕç туса илеççĕ, эмел курăкĕсем ỹстереççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ ватăсем, çуртне çут çанталăк газĕ ăшăтнăшăн, пенси укçине вăхăтра тỹленĕшĕн чунтан савăнаççĕ. Çак кунсенче А.Н.Воронцов 80 çул тултарать. Апла пулин те ытла ватă теме çук-ха ăна: кил-çуртри ĕçсене те тăвать, кăмака та купалать, вутă та çурать. Çу кунĕсенче вара вĕлле хурчĕсенчен уйрăлма та пĕлмест. Çакăн пек ĕçчен те тарават кỹршĕсемпе пурăнма тивнĕшĕн эпир савăнатпăр, юбиляра вара тата та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.