Наци проекчĕ - витĕмлĕ вăй
ПĔЛТĔР пирĕн районта 442 çемье патшалăхран 55 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çакă уйрăм çын хуçалăхĕсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ỹстерме пулăшнă. Тĕслĕхрен, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти килти хуçалăхсем 4332 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 5 пин пуçа çывхарнă. Фермер хуçалăхĕсем пирки те çавнах каламалла. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче вĕсен 204 пуç ĕне выльăх пулнă, халĕ 2,5 хут ỹснĕ. 2006 çулта, унчченхи çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси уйрăм çын хуçалăхĕсенче 5, фермерсен хуçалăхĕсенче 125 процент ỹснĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"