Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кăмăлĕ ăшă, чунĕ илемлĕ...

РАЙОНТИ тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕ. Кунта ытларах пурнăçĕ йĕп вĕçĕнче тăракансене, чи йывăр чирленĕ çынсене илсе килеççĕ. Хăрах урипе леш тĕнчере тăракан çынна çăлса хăварассишĕн, пурнăç илемне тепĕр хут парнелессишĕн шурă халатлă ĕçченсем ырми-канми тăрăшаççĕ. "Хамран кăна килес пулсан, реанимаци уйрăмĕнче ĕçлекен кашни çыннах эпĕ пĕр сăмахсăрах медаль памалла", - тетчĕ район больницинче нумай çул хушши вăй хунă ватă хирург Г.Х.Беляев. Геннадий Христофорович реанимаци уйрăмĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине тарăн ăнланнă. Кунта ĕçлекен коллектив пысăк мар, кашнин пиркиех чи ырă сăмахсем калама пулать. Хастартараххисенчен пĕри _ Людмила Хураськина медсестра. Людмила Александровна Хураськина (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Сапожникова) 1953 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри медицина училищин фельдшер уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, 1971 çулта, Люда Шăмăршăри тĕп больницăна ĕçлеме кĕнĕ. Паян кунчченех вăл реанимаци уйрăмĕнче анестезиологи сестри пулса ĕçлет. 1983 çулта пĕрремĕш категориллĕ медсестра, 2004 çулта вара чи аслă категориллĕ сестра ята тивĕçлипе хỹтĕленĕ. 1975 çулта Людмила Александровна Николай Иванович Хураськинпа пĕр çемье çавăрнă, телейлĕ мăшăр икĕ хĕр ача çуратса ỹстернĕ. Иккĕшне те аслă пĕлỹ панă. Ырă кăмăлĕшĕн, çынна пулăшма яланах хатĕр пулнишĕн хисеплеççĕ больницăра Л.А.Хураськина медсестрана. Хăйĕн хĕвел шевли пек ăшă куллипе йывăр чирлисене пурăнма вăй-хал парать, çепĕç чĕлхипе çынна йăпатма-хавхалантарма пултарать. 55 çул тултарчĕ çак кунсенче пирĕн хисеплĕ Людмила Александровна. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2007
00:00
Поделиться