Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Депутат парни

РаÇÇей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци членĕ П.В.Семенов хăйĕн ĕçĕнче суйлавçăсене пулăшассине чăн мала хурать. Нумаях пулмасть кăна-ха вăл Шăмăршăра çĕнĕ чиркỹ тума укçа парса пулăшрĕ. Иртнĕ эрне кун депутат пулăшуçи А.М.Чернов П.В.Семенов ятĕнчен Чукал шкулне вунă мăшăр пластик йĕлтĕр (ăшă ботинкăсемпе пĕрле) парнелерĕ. Чукал шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хаклă хăнасене чаплăн кĕтсе илчĕç. Шкулти юнармеецсем çак ятпа парад йĕркеленĕ, Тăван çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене депутат пулăшуçи, запасри полковник А.М.Чернов тата район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин чĕререн саламларĕç. А.М.Чернов çавăн пекех П.В.Семенов депутат ятĕнчен çак ялта çуралса ỹснĕ, Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн аспирантуринче вĕренекен Андрей Андреева кăткăс операци тума 10 пин тенкĕ укçа парса пулăшрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2007
00:00
Поделиться