Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧУНА ĂШĂТАТЬ ЮРĂПА

ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕ çумĕнчи арçынсен халăх хорне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Районта иртекен пысăк мероприятисенче çак коллективăн чуна ăшăтакан юррисем тăтăшах янăраççĕ. Республикăри чи пултаруллă художество коллективĕсенчен пĕри пулнă май, ăна Шупашкарти тĕрлĕ уявсемпе фестивальсене те час-часах чĕне-чĕне илеççĕ. Арçынсен халăх хорĕ Пĕтĕм Раççейри тата Чăваш Республикинчи чылай конкурссемпе фестивальсенче лауреат ятне çĕнсе илнĕ, нумай хутчен Хисеп грамотисемпе Дипломсене тивĕçнĕ. Унăн репертуарĕнче _ вырăс тата чăваш композиторĕсен произведенийĕсем, халăх юррисем. Шăмăршăри арçынсен хорне 1962 çулта йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш руководителĕ П.М.Мандрюков пулнă. Петр Михайлович илемлĕх ертỹçи тата аккомпаниатор пулса ертсе пынă пултаруллă коллектива 1970 çулта "Халăх хорĕ" хисеплĕ ят парса чысланă. 1973-2001 çулсенче хора Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.А.Рябов ертсе пынă. 2001 çултан пуçласа паянхи кунчченех коллективăн художество ертỹçинче тата аккомпаниаторĕнче В.И.Харитонов тăрăшать. Хорăн малтанхи руководителĕсем пекех, Виктор Ильич профессилле пултарулăхпа ĕçлесе пырать. Вăл е ку юрра темиçе сасăпа хитрен шăрантарассине йĕркеленипе пĕрлех, баянпа та çав тери ăста калать. Арçынсен халăх хорне йĕркеленĕренпе 45 çул çитнине халалласа çак кунсенче Шăмăршăри Культура керменĕнче иртнĕ концертра паллă коллектив халăха пуян программăпа паллаштарчĕ. Кунта хорăн тĕрлĕ çулсенчи реперутарĕнчи юрăсем янăрарĕç. Концерта районти ытти художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем те хутшăнчĕç. Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи Е.Еремеева руководитель тата дирижер пулса ертсе пыракан хĕрарăмсен халăх хорĕ те юрăсене пысăк ăсталăхпа юрласа залри халăха яланхи пекех тулли киленỹ кỹчĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен ансамблĕн çепĕç юррине те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. Пуянкассинчи, Виçпỹрт Шăмăршăри пултарулăх ушкăнĕсем концерта хитре юрăсемпе, Шăмăршăри халăх театрĕ интереслĕ сценкăпа, "Антонина" халăх ташă коллективĕ чуна тыткăнлакан ташăсемпе илемлетрĕç. Арçынсен халăх хорне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Культура, националь- ноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.С.Бондарев, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева ăшшăн саламларĕç, творчествăлла ăнăçу сунчĕç, хорта юрлакансене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Пултаруллă юрă-ташă ăстисене пысăк сума хурса, концерт хыççăн тулли зал чылайччен алă çупрĕ. Февралĕн 28-мĕшĕнче Шăмăршăри арçынсен тата хĕрарăмсен хорĕсем Шупашкарти сумлă жюри умĕнче "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята ăнăçлă хỹтĕлерĕç, творчествăлла ăсталăх çỹллĕ шайра тăнине çирĕплетрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2007
00:00
Поделиться