Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĔРЕНТЕÇÇĔ ИЛЕМЕ САВМА...

 

 ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти фойере "Пирĕн ачасем ỹкереççĕ" ятлă выставка уçăлчĕ. Ăна йĕркелекенĕ _ районти ача-пăча искусствин шкулĕ, выставкăна Ача çулталăкне халалланă. Çирĕм ытла ỹкерчĕк вырнаçтарнă фойере. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене,ашшĕ-амăшĕсене Наташа Ефимован "Кĕрхи çумăр", Марина Харитонован "Тулта вара _ хĕл", Ирина Драгунован "Хĕр ачапа кушак çури", Вася Юмановăн "Ылтăн куполсем", Дима Поляковăн "Хĕлле уçăлса çỹрени", Миша Морозовăн "Çулçă тăкăнать кĕркунне", Антон Ленгесовăн "Инçетри çĕршывсене" тата ытти ỹкерчĕксем питĕ килĕшрĕç. Чăнласах та ăста алăсем тунă ỹкерчĕксене. Вĕсенче ачасем юмахри сăнарсене те (Сима Чувашован "Савăнăçлă уçланки"), хăйсен çывăх çыннисене те (Таня Севрюгинан "Пирĕн сачĕ"), пирĕн халăхăн йăли-йĕркисене те (Лена Егорован "Çуллахи каçĕ") сăнласа панă. Çак илемлĕ ỹкерчĕксене ачасем хăйсен вĕрентекенĕсем _ З.П.Морозовапа А.К.Краснова ертсе пынипе тунă. Вĕсене хăйсен ĕçĕнче творчествăлла ỹсĕмсем çеç сунас килет. Сиртен çĕнĕ ĕçсем кĕтетпĕр, пулас художниксем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться