Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Утмăл çул _ ял хуçалăхĕнче

 

"АРÇЫННА хĕрĕх çул ĕç стажĕ пухма йывăр", - теççĕ хăшĕсем. Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ Анатолий Александрович Семенов вара ял хуçалăхĕнче утмăл çул ытла вăй хунă. Эпĕ ăна вăтăр виççĕмĕш çул çывăх паллатăп. Ас тăватăп-ха, 1974 çулхи ылтăн кĕркунне "Правда" колхозăн иккĕмĕш бригадинчи сĕт-çу фермин коллективĕ çинчен эпĕ хаçатра пысăк материал çырса кăларнăччĕ. Çулталăкра кашни ĕнерен 3 пин килограмм сĕт суса илнĕ хастар ĕçченсене правлени те тав тунă _ хĕрарăмсемпе хĕрсене пурçăн тутăр, арçын скотниксене карттус парнеленĕ. Ферма заведующине Анатолий Александрович Семенова вара савăнăçлă пухура кĕпе тăхăнтартнă. Çапла, ĕçлеме те, савăнма та пĕлетчĕç ун чух виçпỹртсем. Ленин орденĕн кавалерĕнчен Ольга Бикмулловна Денисоваран интервью илнине ăçтан манайăн? Вăтăр çул ытла дояркăра ĕçленĕ маттур хĕрарăм, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнăскер, "Ферма маншăн _ тăван кил пекех, киле эпĕ çывăрма кăна каятăп", - тенĕччĕ. Шел, паян çакăн пек чунтан каланине илтеймĕн. Ĕçшĕн чăннипех хыпса çунакансем сахалрах çав халĕ. 1975 çулта ĕçри пысăк çитĕ-нỹсемшĕн Тăван çĕршыв А.А.Семенова "Хисеп Палли" орденпа наградăларĕ. Чыслă ĕçе тивĕçлипе хисеплени пулчĕ ку. Нумай çул хушши выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хунă хыççăн Анатолий Александрович уй-хир бригадинче те тăрăшрĕ, строитель те пулчĕ. Ăçта ĕçлесен те, ырă ятне çỹлте тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухни те 15 çул ĕнтĕ. Апла пулин те, Анатолий Александрович пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçĕнчен уйрăласшăн мар-ха. "Карлин-ская" Агрофирма" ЗАО ертỹçи И.М.Абсалямов тархасласах ыйтнипе, кашни çулах вăл вырма вăхăтĕнче йĕтем заведующийĕнче тăрăшать. Кунсăр пуçне, хуçалăхри ревизи комисси-йĕнче те тỹрĕ кăмăлтан ĕçлет. Çамрăксене ĕçшĕн тăрăшма, тирпейлĕ пулма вĕрентет. Çитмĕл пилĕк çул тултарчĕ А.А.Семенов. Çак ятпа ăна тăван хуçалăх ертỹçисем, пĕтĕм ял-йыш чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, хамăрла: "Вăй патăр сана, Толя тете!" - тетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться