Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СПОРТРА ТА ХАСТАР ПАШЬЕЛСЕМ

 

 ПирĔн шкул ачисем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма юратаççĕ. Эпир, шкулта ĕçлекенсем, яланах вĕсем ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр. Акă, 5-6 классенчи ачасем хушшинче "Веçех спорт çинчен" викторина иртрĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Граждан вăрçин легендарлă геройĕ В.И. Чапаев çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа шкулта спорт уявĕ иртрĕ. Командăсем 11 станци урлă тухрĕç. Вăйăра вĕренпе çырма урлă каçассинче, юр тăрăх хырăмпа шăвассинче, алă вăйĕ виçессинче, Калашников автоматне сỹтсе пуçтарассинче ăмăртрĕç ачасем. Район историне те лайăх пĕлеççĕ иккен шкул ачисем. Кĕçĕн класра вĕренекенсем йĕлтĕрпе ярăнчĕç, "Хаваслă стартсем" вăйăра ăмăртрĕç. Шкул стадионĕ кĕрлесе кăна тăчĕ çак кун, чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться