Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Эпир Шăмăршăра çуралнă!" - тетчĕр ачасем

 

"ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ" хаçатра район пуçлăхĕ В.П.Фадеев И.М.Саландаев журналиста панă интервьюна тимлĕн вуласа тухрăм. Валерий Петрович район больницинче ача çуратмалли уйрăма упраса хăварма шантарнине эпĕ чунтан ырлатăп. Патăрьел больницине çỹреме çывăх мар, унти врачсемпе сестрасем те пачах та палламаннисем. Шăмăршă _ тăван район, больницăра вăй хуракансем те пирĕншĕн çывăхрах. "Эпир Шăмăршăра çуралнă!" _ тетчĕр ỹлĕмрен ачасем, хамăр район патриочĕсем пулса çитĕнччĕр. В.П.Фадеев район больницин ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрмай интересленни _ халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни. Больницăри реконструкци ĕçĕсене Республика кунĕ тĕлне вĕçлени çав тери пысăк парне пулĕччĕ. Район ертỹçисене çирĕп сывлăх, телей, йывăр та канăçсăр ĕçре ăнăçу сунатăп. "Сывлăх" наци проекчĕ пирĕн патăрта пурнăçа кĕрсе пыни кăмăла çĕклет, тăван районăн пуласлăхĕ пысăккине çирĕп ĕненес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться