Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ комбайн, хăватлă трактор туянсан, усси пурах-тăр

 

ПĔЛТĔРХИ çур аки умĕн "Исток" ОООра семинар-канашлу ирттерни, унта районти хуçалăхсен ертỹçисене çĕнĕ техникăпа паллаштарни асăмрах-ха. Тин çеç заводран тухнă вĕр-çĕнĕ икĕ МТЗ-1221 трактора чылайăшĕ хыпашласа та пăхрĕ, пысăк та çутă кабинăна кĕрсе кăткăс приборсемпе паллашакансем те пулчĕç. _ Хакĕ мĕн чухлĕ-ши? - интересленчĕç хăшĕсем. _ 2 миллион та 100 пин тенкĕлĕх кредит йĕркелерĕмĕр, - ăнлантарчĕ хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов. _ "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çăмăллăхлă кредит илсе çĕнĕ техника тата та туянасшăн-ха. "Исток" ООО çулталăк тăрăшшĕнче çăмăллăхлă кредитпа ĕне сумалли лини (760 пин тенкĕ) тата сĕте сивĕтмелли установка (580 пин тенкĕ) туянчĕ. Техника паркне лизингпа илнĕ вĕр-çĕнĕ ДОН-1500 комбайн (2 миллион та 670 пин тенкĕ) пуянлатрĕ. Техника хакĕ, чăнах та, пысăк. Анчах та хуçалăх ертỹçисем тăкаксем каялла таврăнасса çирĕп шанаççĕ. Çĕнĕ техника ĕç тухăçлăхĕпе те, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлессипе те халиччен туса кăларнисенчен ирттерет. Çакна хăватлă тракторсен пĕлтĕрхи ĕçĕ питĕ лайăх çирĕплетсе парать. Акă, МТЗ-1221 тракторах илер. Çĕртмене культиваци тунă чухне çĕнĕ йышши тракторăн ĕç тухăçлăхĕ, ДТ-75М тракторпа танлаштарсан, 13,5 процент пысăкрах пулнă. Топливо вара пĕр пекех тăкакланнă. Акара ĕç тухăçлăхĕ 16,3 процент нумайрах. 130 лаша вăйлĕ МТЗ-1221 трактор ыттисенчен лайăхрах пулнине çакă та çирĕплетет: унпа уй-хирти пур ĕçе те хăвăрт пурнăçлама пулать, ĕç пахалăхĕ чи çỹллĕ шайра. ДОН-1500 комбайн тухăçлăхĕ пирки вара калама та кирлĕ мар. Халĕ пирĕн уй-хирсенче ĕçлекен СК-5 "Нива" комбайнсенчен 5-6 хут ытларах тыр-пул пуçтарса кĕртеççĕ, çухатусем те чылай сахалрах тăваççĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе пĕлтĕр "Миха" фермер хуçалăхĕ те икĕ МТЗ-82,1 трактор, икĕ ПЛН-3,35 плуг, ДКР дробилка-смеситель, ĕне сăвакан УДС-3Б универсаллă установка, УОМ-1000 Т сĕт сивĕтмелли хатĕр, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО тата "Шевле" фермер хуçалăхĕ пĕрер МТЗ-82,1 трактор, "Чулпан" фермер хуçалăхĕ икĕ МТЗ-892 трактор, ПЛН-4,25 плуг, "Лаврентьева" уйрăм çын хуçалăхĕ, "Буян" тата "Елена" фермер хуçалăхĕсем пĕрер МТЗ-82,1 трактор туяннă. Ял хуçалăх техникине лизингпа туянакансем те пур. "Колос" Агрофирма" ЗАО çак меслетпе тăватă опрыскиватель, минераллă удобренисем сапалакан виçĕ "Amazone", тырă турттармалли икĕ фургон илнĕ. Харпăр-хăй укçине те шеллесе тăмаççĕ: "Мир" ЗАО пĕлтĕр ГВК-6 кĕрепле, "Бездна" фермер хуçалăхĕ, "Карла" ООО тата "Агродор" ООО пĕрер "Енисей-950" комбайн туяннă. Комбайнсем вĕр-çĕннисем мар пулин те, усă курма юрăхлă-ха, пĕлтĕрхи вырмара чылай пулăшу кỹчĕç. Пĕтĕмпе вара наци проекчĕпе районти хуçалăхсемпе фермерсем 9 миллион тенкĕне яхăн, лизингпа 23 миллион та 584 пин тенкĕне яхăн, хăйсен укçипе 5 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техникипе çĕнĕ обрудовани туяннă. Малашне те пĕлтĕрхи пек хастар ĕçлесен, çывăх çулсенче хуçалăхсенчи техника паркĕсене тата фермăсенчи оборудование тĕпрен çĕнетме пулать. Çĕнĕ техника туянас текенсем кăçал та пур. Пуянкассинчи "Союз" потребительсен кооперативĕ, акă, çăмăллăхлă кредитпа "ДОН-1500" комбайн, "Кировец" трактор, "Миха" фермер хуçалăхĕ МТЗ-1221 трактор, "Мир" ЗАО МТЗ-1221 тракторпа БДМ сỹре, "Шанс" ООО выльăх апачĕ пуçтарса кĕртекен комбайн илесшĕн. Йывăрлăхсенчен хăраманнисене, мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсене ăнăçу çеç сунас килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться