Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАНК КОМАНДИРĔ

 

1945 Çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускавра Аслă Çĕнтерỹ салючĕн залпĕсем кĕрленĕ. Çак вăхăтра вара инçетри Чехословакин тĕп хулинче _ Прагăра хаяр çапăçусем пынă. Хулана тăшманран тасатакан совет танкĕсен полкĕнчи 222-мĕш номерлĕ танк тăшмана орудипе те, пулеметпа та çунтарнă. Кĕтмен çĕртен çак танк çумĕнчех снаряд ỹксе çурăлнă, сывлăш хумĕ башньăна командирпа пĕрле айккинелле сирпĕтсе янă. Механик-водитель тата орудие авăрлакан танкист хăйсен командирне _ çирĕмри лейтенанта башньăран кăларса çĕр çине вырттарнă. Офицер пуçĕ çине сивĕ шыв сапсан механик-водитель унăн хăлхи çумĕнчех: "Командир юлташ, командир юлташ!" тесе хыттăн кăшкăрнă. "Ан кăшкăрăр-ха, сире лайăх илтетĕп эпĕ..." _ пăшăлтатнă контузи хыççăн тăна кĕнĕ лейтенант. Çак çамрăк офицер Шупашкар районĕнчи Çатра Марга ялĕн йĕкĕчĕ Леонид Дмитриев пулнă. 1951 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен Л.Д. Дмитриева Шăмăршă районне ĕçлеме янă. Малтан вăл Виçпỹрт Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулсенчи ачасене историпе вĕрентнĕ. 1959 çултанпа вара мĕн пенсие тухичченех Карапай Шăмăршăри шкулта вăй хунă. Кунта Леонид Дмитриевич шкул директорĕнче, завучра, учительте ĕçленĕ. Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.Д. Дмитриев час-часах шкул ачисемпе тĕл пулать, вĕсене салтаксемпе офицерсен фронтри паттăрлăхĕ çинчен каласа парать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться