Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкартан _ çĕнтерỹпе

ÇАК кунсенче Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем самбо вăййи- пе Шупашкар хулин парнисемшĕн ирттернĕ ăмăртăва хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре Иван Филиппов (28 кг) _ иккĕмĕш, Николай Шиллер (38 кг) _ иккĕмĕш, Артем Егоров (28 кг) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Ку вăл _ пирĕн районшăн пысăк çитĕнỹ. Çамрăк самбистсене малашне те ăнăçу сунар. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ ытти ачасене те самбо секцине çỹреме сĕнесшĕн. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕпленни салтакра та кирлĕ пулĕ. Сире спорт шкулне хапăл тусах кĕтетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться