Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăрлăхшăн _ орден

 

ПАТĂРЬЕЛ тата Шăмăршă районĕсен пĕрлештернĕ çар комиссариатĕнче нумаях пулмасть Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Александр Кондратьева чысларĕç. Çар комиссарĕ Валерий Яковлев подполковник Сашăн кăкăрĕ çине "Хăюлăхшăн" орден çакса ячĕ. Александр Кондратьев çар службине 2001 çулта кайнă, Чечняри хаяр çапăçусене хутшăннă. Чăваш каччи çарта çирĕп дисциплинăллă пулнипе тата çапăçусенчи хăюлăхĕпе палăрса тăнă. Патшалăхăн пысăк наградине панă май, Валерий Яковлев подполковник Сашăна Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн чĕререн тав тунă. _ Çĕршыв чĕнсен, эпĕ ăна хỹтĕлеме яланах хатĕр, - тенĕ çирĕппĕн Александр Кондратьев. Хальхи вăхăтра Саша Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе _ Настьăпа пĕрле пĕр ача çуратса ỹстереççĕ. Пĕчĕк Кристина, ашшĕн орденне аллипе тытса, çак наградăна мĕншĕн панине ыйтать. _ Лайăх салтак пулнăшăн, - йăл! кулса хуравлать телейлĕ ашшĕ. Сашăна пирĕн çак йĕркесемпе саламлас килет: "Аякра-аякра, Чечняра, Пурнăçларăн салтак тивĕçне. Хисеплерĕ çĕршыв паттăра, Чыс, мухтав чăваш ачине!" Пултаруллă каччă вăл Кашни шкултах тĕрлĕ енлĕ аталаннă ачасем сахал мар. Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти Николай Исаев та лайăххипе кăна палăрса тăрать. Вун пĕрмĕш класра ăс пухакан каччă паян шкулта иртекен мероприятисенчи чи ăста ертỹçĕ, чи лайăх командир, пултаруллă та хастар çĕнтерỹçĕ. Вĕренỹре те лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать вăл. Вĕрентекенсем те унпа мухтанма пултараççĕ, хушнă ĕçе пурнăçламасăр нихăçан та пăрăнса каймасть вăл, хăй çинчен сирсе ямасть. Пĕр класра вĕренекенсемшĕн кăна мар, шкулти ытти нумай хĕрсемпе каччăсемшĕн те вăл тус-юлташ пулса тăрать. Вĕренỹре чи юратнă предмечĕсем те пур унăн. Право, географи, физика, истори, технологи урокĕсене пĕтĕм чун хавалĕпе çỹрет вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ Коля çак предметсемпе шкулта тата районта йĕркелекен ачасен олимпиадисенче малти вырăнсене йышăннă. Спортпа та питĕ туслă Н.Исаев. Уншăн спортăн хăть те хăш тĕсĕ те ют мар. Анчах вăл çăмăл атлетикăна юратарах панине вăрттăн та пулсан систерет. Вăл сывлăхлă та паттăр арçын пулса çитĕнессишĕн сывлăхне кашни кунах çирĕплетет, физзарядка тăвать. Çамрăк каччăн ĕмĕчĕсем те питĕ нумай. Умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама ăна ăнăçу сунмалли кăна юлать. Тепĕр тесен, тăрăшсан темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать, пуçа кăна усмалла мар. Пурнăçа юратсан, ваттисене хисеплесен, кĕçĕннисене кỹрентермесен çитĕнỹ пурнăçра пулатех.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться