Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Канашлура _ çĕр ыйтăвĕ

 

 ШĂМАТ КУН, февралĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура тĕп ыйту Чăваш Республикин Президенчĕ çĕр лаптăкĕсемпе куçман пурлăха патшалăх кадастрне шута илессине вĕçлемелли хушма мерăсем пирки кăларнă Указ хамăр районта мĕнле пурнăçланни çинчен пулчĕ. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕ. Паллă ĕнтĕ, Чăваш Республикинче çĕрпе куçман пурлăха ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курса шута илессин пĕрлехи системине хатĕрлеççĕ. Çавна май çĕрсемпе куçман пурлăха инвентаризацилеççĕ. Инвентаризаци тĕллевĕ _ шута илмен çĕр лаптăкĕсене тупса кадастра кĕртесси. Çак калама çук пысăк ĕçе районта кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă. Канашлура Президент Указĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова, Раççей Куçман пурлăх управленийĕн районсем хушшинчи 6-мĕш уйрăмĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Л.П.Саландаева отчет туса пачĕç. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕсемпе куçман пурлăха патшалăх кадастрне шута илес тĕлĕшпе вырăнсенче мĕнле ĕçлени çинчен ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине итлерĕç. Тĕпрен илсен, Президент Указне пурнăçлас тĕлĕшпе районта чылай ĕç тунă, çапах та вăхăт васкатнине шута илсен тата та ытларах вăй хумалла. Указ мĕнле пурнăçланса пынине район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çирĕп контроле илнĕ, кашни эрнерех район администрацийĕнче çак ыйту тавра çивĕч калаçу пырĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться