Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хоккей вăййи сарăлсах пырать

 

СОВЕТ çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 18 çул çитнине халалласа,иртнĕ вырсарни кун Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ хоккеистсен ăмăртăвне ирттерчĕ. Унта Шăмăршă, Чукал, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен тата çак ялсенчи шкулсен командисем хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре шкул командисем хушшинче Шăмăршăри вăтам шкул команди, çитĕннисем хушшинче Шăмăршă ял поселенийĕнчи ветерансен команди çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Чи лайăх вылякансем тесе судьясен коллегийĕ Спартак Хафизова (Шăмăршă шкулĕ), Андрей Вазанова (Шăмăршă ял поселенийĕ), Евгений Кузьмина (Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ), Николай Бибукова (Чукал ял поселенийĕ) йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсемпе парнесем илме тивĕçрĕç. Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ Шăмăршăри вăтам шкул дирекцине спортсменсене столовăйра вĕри апат çитернĕшĕн чĕререн тав тăвать. Хоккеистсен тепĕр ăмăртăвĕ Карапай Шăмăршăра иртĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться