Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ВĔРЕН, АЧАМ, САНШĂН УКÇА ШЕЛЛЕМĔПĔР..."

 

РАЙОНТИ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕпе С.В. Кузьминпа паянхи çивĕч ыйту _ çамрăксене професси суйласа илме пулăшасси пирки калаçрăмăр. _ Ĕç рынокĕ "модăллă" профессисемпе _ бухгалтерсемпе, экономистсемпе, юристсемпе, социаллă гуманитари специальноçĕсене илнĕ çынсемпе тулнă, _ терĕ Сергей Владимирович. _ Районта ĕçсĕррисен йышне пĕлтĕр професси училищисене пĕтернисем _ çĕвĕçсем, закройщиксем, бухгалтерсем, парикмахерсем, сутăçсемпе поварсем чылай ỹстерчĕç. Çав вăхăтрах каменщиксем, платниксем, электрогазосварщиксем, штукатур-малярсем, тракторист-машинистсем, механизаторсем çителĕксĕрри палăрать. Экономика йĕркеленсе пыни, производство сфери аталанни инженер профессине илнĕ çынсене ытларах ыйтать. Çĕршыва, çавăн пекех хамăр республикăна та конструкторсем, технологсем, программистсем, менеджерсем ытларах та ытларах кирлĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтĕр 39 çамрăка çĕнĕ професси илме пулăшнă. 540 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. 40 çынна центр направленийĕпе урăх регионсене ĕçлеме янă. Шупашкарти аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пирĕн районтан 400-е яхăн çамрăк вĕренет иккен. Мĕнле профессисене кăмăллаççĕ-ха паянхи каччăсемпе хĕрсем? Ытларахăшĕ экономист, юрист, чăваш чĕлхи учителĕ, бухгалтер пуласшăн. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене вĕрентсе кăларассишĕн укçа-тенкĕ шеллемеççĕ. Анчах тăкакланни кăлăхах пулма пултарать: çỹлерех асăннă профессисемпе ĕç тупма питех те йывăр. Патăрьелĕнчи СПТУра хальхи вăхăтра Шăмăршă районĕнчи пĕр çамрăк та механизатора вĕренменни те шухăша ярать. Кам ĕçлĕ-ха тепĕр темиçе çултан ял хуçалăхĕнче? Ялта çамрăк вăй пулмасан асфальт çулсем туни, шыв пăрăхĕсем тăсни те ял хуçалăхне аталанма пулăшаймĕ. Механизаторсем çитменни вара халех палăрать, кашни хуçалăх ертỹçи тенĕ пекех çур акинче кама техника шанса парасси пирки пуçне ыраттарать. Хаçат ĕçĕпе ялсенче пулсан, çакна асăрхатăн: пĕччен ватă е карчăкпа старик çеç пурăнакан çуртсем тем чухлех. Калаçатăн та вĕсемпе, чун ыратать: пĕр енчен, ватăсем ывăлĕ е хĕрĕ хулара вырăн тупнишĕн савăнаççĕ пек, тепĕр енчен, ĕмĕре çапла тăлăххăн вĕçлеме тивнишĕн хурланаççĕ те. Кам айăплă-ха çапла пулса тухнишĕн? Ман шутпа, ашшĕ-амă-шĕсен те, шкулăн та айăпĕ сахал мар. Хамăр ачасене çĕртен пистернине йышăнмаллах. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çитес кĕçнерни кун, февралĕн 22-мĕшĕнче, шкул директорĕсемпе вĕсен çумĕсене пушă ĕç вырăнĕсен (вакансисен) ярмăрккине ирттересси çинчен пĕлтерет. Унта шăпах 14-18 çулсенчи çамрăксене професси суйласа илме пулăшасси пирки усăллă калаçу пырĕ. Ярмăркка ĕçпе тивĕçтерекен центрта, ирпе 10 сехетре пуçланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2007
00:00
Поделиться