Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУЛАСЛĂХ ШКУЛТАН ПУÇЛАНАТЬ

 

"ПИРĔН питĕ пĕлтерĕшлĕ, общество пурнăçне улăштарас ĕçре тĕп вырăн йышăнакан проект _ Президентăн "Çĕнĕ шкул" программи _ 10 çул тултарчĕ. Эпир халиччен тунă пĕтĕм ĕç, уйрăмах шкул ачисен сывлăхне упрас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртнисем, хăйĕн çимĕçĕсене малашлăхра кăна кỹме тытăнмĕç, вĕсем ĕнтĕ халех пирĕн ачасемшĕн ĕçленине шанатăп. Анчах çакна асра тытмалла: сывлăха сыхлакан технологисем _ вĕри апатпа спортзал, бассейнпа шкул автобусĕ кăна мар,вĕрентекенĕн йăл кулли те, педагогсем уроксенче йĕркелекен пĕр-пĕрне ырă сунăм та! Учитель вĕрентекен предмет _ тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ỹстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент",_ тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Çак сăмахсемпе пирĕн педколлектив пĕтĕмпех килĕшет, "Çĕнĕ шкул" программăна пурнăçа кĕртессишĕн эпир пурте пĕр тĕллевпе ĕçлетпĕр. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта паян 248 ача вĕренет. Виçĕ хутлă кирпĕч шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтатпăр. Вĕрентỹ кабинечĕсем пирĕн 20, çавăн пекех спорт залĕ, кунтах арçын ачасемпе хĕр ачасем валли салтăнса тумланмалли пỹлĕмсем, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен спорт оборудованийĕ пур. Çак вĕренỹ çулĕнче 19 ачана пĕрремĕш класа йышăнтăмăр. Вĕсенчен 17-ĕшĕ шкула кайиччен ача садĕнче воспитани илнĕ. 2003 çултанпа пирĕн шкул Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн "Вĕрентỹ системин реформи" ятлă проектне хутшăнать. Çак проектпа килĕшỹллĕн, шкул 3,3 миллион тенкĕ ытлалăх техника оборудованийĕпе сĕтел-пукан, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен 25 компьютер, комфортабеллĕ çĕнĕ автобус илчĕ. Виçĕ кабинетра 500 пин тенкĕлĕх евро-юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Хальхи вăхăтра информатика кабинетĕнче "Вĕрентỹ системин реформи" тата "Çĕнĕ шкул" программăсемпе ĕçлекен 13 компьютер пур. Шкулти медиацентра 6 компьютерпа, мультимедийнăй проекторпа, видеокамерăпа, цифрăллă фотоаппаратпа, телевизорпа, видеомагнитофонпа тата хальхи вăхăтри ытти оборудованипе тивĕçтернĕ. Пирĕн библиотека та чылай пуянланчĕ: компьютер, аудио_, видео_, электронлă инфомацин ытти çăл куçĕсем çителĕклĕ. Кăçалхи январьтенпе шкулти пур компьютерпа та Интернета тухма пулать. Документсене йĕркелемелли тата пуçтармалли пĕрлĕхлĕ форма йышăнтăмăр, электронлă архив йĕркелесси малалла пырать. Эпир ачасене ĕçе юратма вĕрентесси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕрентỹ мастерскойĕ уйрăм çуртра вырнаçнă, ăна газпа ăшăтатпăр. Шкулăн сăнав лаптăкĕ 1,2 гектар йышăнать, унта çитĕнтернĕ пахча-çимĕçпе столовăйра усă куратпăр. Ачасене вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕсем çакăншăн уйăхне 100 тенкĕ тỹлеççĕ. Шкул участокĕнче çитĕнтернĕ тата "Мир" хуçалăха пулăшнăшăн панă çĕр улми апат-çимĕçе йỹнетме май парать. Шкулта 37 педагог вăй хурать, вĕсенчен иккĕшĕ чи пысăк, вун саккăрăшĕ _ пĕрремĕш, вун иккĕшĕ иккĕмĕш категориллĕ учительсем. Пирĕн шкулта пуçламăш классенченех акăлчан чĕлхи тата информатика предмечĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Çакă ачасен ăс-тăн аталанăвне чылай вăйлатма пулăшать. 2005-2006 вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх шкулта 20 отличник (8,3:), "4" тата "5" паллăсемпе вĕренекенсем 78 (32:) пулнă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкула 31 выпускник вĕçлерĕ, вĕсенчен вунпĕрĕшĕ (35,4:) аслă шкулсене, вун çиччĕшĕ (54,8:) ятарлă вăтам пĕлỹ паракан заведенисене вĕренме кĕнĕ. Пирĕн выпускниксем ытларах медицинăпа, юриспруденципе, çар ĕçĕпе, строительствăпа çыхăннă профессисене килĕштерни палăрать. Класс тулашĕнчи анлă сарăлнă формăсенчен пĕри _ олимпиадăсем ирттерни. Олимпиадăсене хатĕрленнĕ май, шкулта предмет эрнисем иртеççĕ, викторинăсемпе конкурссем, тĕрлĕ турнирсем, стена хаçа-чĕсем ачасен тавракурăмне ỹстерме пулăшаççĕ. Иртнĕ çул шкулти олимпиадăсене 131 вĕренекен, районти олимпиадăсене 47 вĕренекен хутшăннă пулсан, кăçал шкулти олимпиадăсене 164, районти олимпиадăсене 53 вĕренекен хутшăннă. Çакă савăнтарать: пирĕн шкулти 11 вĕренекен районта та малтисен шутĕнче пулчĕç. 11 "а" класри Л. Габитова вырăс чĕлхипе тата обществознанипе, 8 класри Л. Куропаткина _ вырăс чĕлхипе, 10 "а" класри А.Алеев технологипе республикăра ирттерекен олимпиадăсене хутшăнĕç. Шкулта профиллĕ тата профиль умĕнхи вĕрентỹ аталансах пырать. 2006 çулта кадет класĕсем туса хутăмăр. 10 "б" тата 11 "б" классем, пĕтĕмĕшле пĕлỹ илнисĕр пуçне, ăс-тăнпа нравственноç тĕлĕшĕнчен тата патриотла воспитани илеççĕ. Раççей историйĕпе çĕршыври Хĕçпăшаллă Вăйсен историне тĕпчеççĕ, акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕренеççĕ, хореографипе бал ташшисен ăсталăхне хăнăхаççĕ. Çак программăпа килĕшỹллĕн, Ульяновскри суворовецсен училищипе, Патăрьелĕнчи пĕрлештернĕ çар комиссариачĕпе тачă çыхăну йĕркелесе ятăмăр. Юлашки икĕ çул хушшинче пирĕн 3 выпускник аслă çар училищисене вĕренме кĕчĕ, кăçал та 2 каччă çар офицерĕ пулма кăмăл турĕ. Учительсен педагогика ăста- лăхне ỹстерсе пырас ĕçре методика пĕрлешĕвĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Палтиелĕнчи шкулсем хушшинчи методика пĕрлешĕвĕ вырăс чĕлхипе литератури, математика, Палтиел, Анат Чаткас, Патирек тата Хайпăла шкулĕсенчи пуçламăш классен учителĕсен методика пĕрлешĕвĕсенчен тăрать. Вĕсем ятарлă план тăрăх ĕçлесе пыраççĕ, ларусем графикпа пăхнă вăхăтра иртеççĕ. Пирĕн шкулта тĕрлĕ наци ачисем пĕлỹ илеççĕ. Çавна май ачасен "Туслăх" республикине йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкулта тутар, чăваш, вырăс, ирçе халăхĕсен культурисене вĕренес тата ырă йăла-йĕркесене анлăрах сарас тĕлĕшпе класс ертỹçисем нумай тăрăшнине палăртмалла. А.З. Тухфетуллова ертсе пыракан "Яшьлек" фольклор кружокĕ районти ача-пăча фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, республикăра зонăри тура хутшăнма тивĕçрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.И.Свеклова тăван халăх культурине пропагандăлас тĕлĕшпе КВНсем, литературăпа музыка композицийĕсем, çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулусем йĕркелет. Кĕскен каласан, шкул пурнăçĕ вĕресе тăрать, пирĕн пултаруллă коллектив вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатассишĕн вăй-халне шеллемĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2007
00:00
Поделиться