Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАЦИ ПРОЕКЧĔ ПУЛĂШНИПЕ

"АПК аталанăвĕ" наци проектне Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем ырласа йышăннă. Иртнĕ çул 50 ытла çын патшалăхран 4 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çак укçапа витесемпе ытти хуралтăсем тунă, ăратлă выльăхсем туяннă. Ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем 300 ытла ĕне, 500-е яхăн сысна, 53 лаша усраççĕ. Вĕлле хурчĕсен çемйисем те 140 ытла. Ял çыннисем хăйсенчен ытлашши выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене сутса укçа тăваççĕ. А. Степанов хатĕрлевçĕ хĕл кунĕсенче те куллен 500-600 литр сĕт туянать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2007
00:00
Поделиться