Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛЕМЛЕНЕÇÇĔ ЯЛСЕМ ÇУЛСЕРЕН

 

 "ИРТСЕ кайнă çулталăка "Çĕнĕ çуртсен çулĕ" теме те пулать, - терĕ Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов. _ Виçĕ ялта та çурт лартакансем нумай пулчĕç". Станислав Вячеславович кам-кам çĕнĕ çурт лартнине пỹрнисене хуçлатсах шутлама тытăнчĕ те, икĕ алăри пỹрнисем те çитмерĕç. Акă, Васанти В.Смаев, Н.Тюнтеров, В.Миронов, С.Григорьев, Ярăславри С.Ильин, Г.Иванов, О.Парфенов, П.Михайлов, Кивĕ Шăмăршăри М.Антонов кирпĕчрен кермен пек çуртсем çĕкленĕ, чылайăшĕн икшер хутлă. Васанти С.Егоров пысăках мар çурт, Ярăславри Н.Краснов, Васанти М.Парамоновапа В.Егоров хушма çуртсем туса лартнă. Çуртсене пурне те çут çанталăк газĕ ăшăтĕ. Пысăк стройкăна пуçăнма хатĕррисем тата та пур: кирпĕч туянаççĕ, пилорамăра хăма çурса хатĕрлеççĕ, ытти стройматериалсем валли укçа-тенкĕ тупăштараççĕ. Васансем те, ярăславсемпе кившăмăршăсем те килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ĕнесĕр килĕ çукпа пĕрех, икшер-виçшер пуç ĕне тытакансем те чылай. Маттуррисем вуншар - вун пилĕкшер пуç сысна ĕрчетеççĕ. Хăйсенчен ытлашши сĕтпе аш-какая сутса укçа тăваççĕ. Çамрăк арçынсем урăх регионсене ĕçлеме кайни те _ ялти паянхи ỹкерчĕк. Ĕçсĕр сулланса çỹриччен, Мускаври е ытти хулари стройкăсенче вăй хурсан кĕмĕлĕ те аванах пуçтарăнать. Укçа пулсан, чаплă çурт та хăвăртрах çĕкленет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2007
00:00
Поделиться