Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВАСИЛИЙ СИНЯКОВА АСĂНСА - ХОККЕЙ ТУРНИРĔ

 

ШĂМАТ КУН Çĕнĕ Чукалта пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Чукал ял администрацийĕн пуçлăхне Василий Синякова асăнса хоккеистсен турнирне ирттернĕ. Турнира кĕске сăмах каласа район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н. Обаськин уçнă. Чăн малтан шкул командисем тĕл пулса вылянă. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăри вăтам шкул команди Чукал шкулĕн командине 3:1 шутпа парăнтарнă. Иккĕмĕш вăйăра чукалсемпе Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди тĕл пулнă, вăйă чукалсем 2:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Шăмăршăсемпе Карапай Шăмăршă шкулĕн команди хушшинчи тĕл пулура шăмăршăсем çĕнтернĕ. Ял поселенийĕсен командисем хушшинчи вăйăсем те хĕрỹ иртнĕ. Шăмăршă ял поселенийĕн команди 6:1 шутпа Чукал командине парăнтарса çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Шкул командисем хушшинче "Чи лайăх вратарь" ята Николай Харитонов (Чукал), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Спартак Хафизов (Шăмăршă), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Алексей Столяров (Карапай Шăмăршă), çитĕннисем хушшинче "Чи лайăх вратарь" ята Сергей Абсалямов (Шăмăршă), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Николай Лукьянов (Чукал), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Николай Бибуков (Чукал) тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться