Сывлăх хаклăрах е "фанфурик"?
АЛКОГОЛЬ сывлăх тăшманĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та хăшĕсем _ эрех-сăмакун, спиртлă хутăшсем сутакансем _ çакна вырăна хурсах каймаççĕ. Вĕсемшĕн çын сывлăхĕ мар, тупăш курасси хаклăрах. Çак тĕслĕхсене район прокуратури тĕрĕслесех тăрать. Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче,акă, "Пирамида" ОООн Пуянкасси ялĕнче вырнаçнă магазинĕнче алкоголь продукцине саккуна пăсса сутнине тупса палăртнă. Унăн çакнашкал продукцие сутма ятарлă лицензи те пулман. ООО генеральнăй директорĕшĕн çакă темех мар пек туйăннă пулас: вăл хушнипе водитель, ытти таварсемпе пĕрле, тĕрлĕ йышши эрехсем те кỹрсех тăнă. Пур тавар вара нихăçан та тытăнса тăмасть. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса "Пирамида" ООО генеральнăй директорĕ пирки йĕркене пăснăшăн РФ КоАПĕн 14.16 статьин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн ĕç пуçарма тиврĕ.Ăна 4000 тенкĕлĕх штраф тỹлеттернĕ. Халăхра, уйрăмах ĕçкĕçĕсем хушшинче, "фанфуриксем" анлă сарăлнă. Медицинăра усă курмалли спиртлă çак шĕвексене аптекăра çеç сутмалла. Анчах та апла мар иккен. 2006 çулхи сентябрь уйă-хĕнче, сăмахран, "Шумер" ОООн Шăмăршăри лавккинче "Медицинский антисептический раствор" тата "Настойка перцовая стручковая" текен спиртлă шĕвексене сутнине тупса палăртма май килчĕ. "Фанфуриксен" хакĕ пысăках пулманран, вĕсем вăрах тусанланса выртман. Çак тĕслĕх пирки те ĕç пуçарнă, йĕркене пăснăшăн "Шумер" ООО генеральнăй директорне 4000 тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă. Çавăн пекех, РФ УПК 144-145 статьисене тĕпе хурса, спиртлă шĕвексем ĕçсе çынсем наркăмăшланнă фактсем пирки тăватă тĕрĕслев ирттернĕ. РФ Уголовнăй кодексĕн 238 статьин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан сăмакун, спирт тата спиртлă ытти шĕвексем сутнă фактсем тăрăх район прокуратури икĕ уголовлă ĕçе тĕпченĕ.