Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂСЕМ "РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ - 2007" ЧУПĂВА ХУТШĂННĂ

 

 ИРТНĔ вырсарни кун Шупашкарта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2007" чупу пулнă, унта Шăмăршă районĕн туслă команди те хутшăннă. Команда йышĕнче _ Карапай Шăмăршă, Палтиел, Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсенчи, район администрацийĕнчи йĕлтĕрçĕсем. Пĕтĕмпе чупăва районтан 140-е яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăннă. "Полковник пулма пехилленĕшĕн тавах, аннеçĕм..." ПОЧТАЛЬОНКА çар штемпелĕллĕ çыру парса хăварсан, Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев урамĕн вĕçĕнче пурăнакан М.В.Алексеева чунтанах савăнчĕ. Атăлçи-Урал çар округĕнче çыхăну полкĕн командирĕ пулса службăра тăракан аслă ывăлĕн _ Петр Алексеев полковникăн çырăвне Маюк аппа сĕтел хушшинче васкамасăр вулама пуçларĕ. "Юратнă аннеçĕм, чи малтанах сана çывхарса пыракан 70 çулхи чаплă юбилейпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр тата канлĕ ватлăх сунатпăр, - çырать ывăлĕ. _ Хам та, çемье те лайăх сывлăхпа тăратпăр. Сана ырă хыпар та пĕлтеретĕп: иртнĕ çул итогĕсем тăрăх командовани манăн полка каллех лайăххисен шутне кĕртрĕ. Çырăва малалла çырнă май, чун-чĕрере упранса юлнă пĕр ырă саманта аса илтĕм. Томскри аслă çар училищине пĕтерсе Германире пĕр çул службăра пулнă хыççăн, 1982 çулта тăван яла черетлĕ отпуска килсен, эпĕ сире манăн взвод отличниксен шутне кĕни пирки каларăм. "Ывăлăм, санăн взводпа кăна мар, ротăпа та, батальонпа та, полкпа та ăнăçлă командăламалла, лейтенантран полковника çити çĕкленмелле пултăр", - терĕ атте. "Аçу çумне хутшăнса, полковника тухма пехиллетĕп сана, Петя, йывăр служба Турă пиллĕхĕпе ăнăçлă пытăр", - тесе, Турăш умне тăрса сăхсăхса илтĕн эсĕ, анне. Çар службине кайнăранпа 30 çул çитрĕ ĕнтĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен профессине суйласа илнĕшĕн халиччен пĕрре те ỹкĕнмерĕм. Тỹрĕ кăмăллă та çирĕп характерлă çын туса ỹстернĕшĕн, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнăшăн, отпуска килсен тата çырусем урлă службăри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарнăшăн, полковник пулма пехилленĕшĕн тавах сана, аннеçĕм..." Ывăлĕ хăйне юбилей ячĕпе ăшшăн саламлани, тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕшĕн тав сăмахĕсем калани, сумлă куна палăртма тăван киле çемйипех килсе çитме шантарни Маюк аппан чун-чĕрине çĕнĕ вăй-хăват хушрĕ. "Эпир аçупа иксĕмĕр сана вун çичче çитиччен _ çар училищине вĕренме кайиччен пăхрăмăр, кайран вара пурнăç çулĕпе хăвах кайрăн, - куççуль витĕр пăшăлтатрĕ хĕрарăм. _ Турă тивлечĕпе тата хăв тăрăшнипе службăра питĕ пысăк командир пулса тăтăн. Чаçри пĕр пин ытла салтак-сержантпа çĕре яхăн офицер-прапорщикăн службине тăватă çул ăнăçлă йĕркелесе пыратăн. Çак ответлă ĕçре Турă сана малашне те пулăшсах пытăр", - сăхсăхса илчĕ ватлăх сукмакĕ çине тухсан та пит-куç илемлĕхне çухатман пенсионерка. Çывăх кунсенче тăванĕсем, тантăшĕсем, кỹрши-аршисем чаплă юбилее пухăнасси, сумлă кĕрекере ăшă саламсем йышăнасси пирки шутланă май, М.В. Алексеева куçĕ умĕнче пурнăçри уйрăм самантсем кинофильмри кадрсем евĕр шума пуçларĕç... 1937 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Хайпăла ялĕнчи Василийпе Татьяна Антоновсен çем-йинче виççĕмĕш ача _ Маюк çуралнă. 1941 çулхи июльте ашшĕ хăйĕн мăшăрне, ачисене _ Кольăна, Лидьăна, тăваттăри Маюка тата сăпкари Санюка хĕрỹллĕн чуп тунă та Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă. Питĕ шел, Василий Игнатьевича тăван яла каялла çаврăнса килме, туслă çемье ытамне кĕме шăпа пỹрмен _ пехота салтакĕ çав çулах фронтра пĕр хыпарсăр çухалнă. Тяттюк аппа, тăватă пĕчĕк ачапа тăрса юлнăскер, çемье лавне малалла тапаçланса туртнă. Вăл колхозра ĕçлеме те, ачисене апат пĕçерсе çитерме те, пир тĕртсе кĕпе-тумтир çĕлеме те, выльăх-чĕрлĕхе пăхма та ĕлкĕрнĕ. Хăйĕн ачисене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Колхоз хирĕнче, килти хуçалăхра ĕçленисĕр пуçне, ачасем выльăх-чĕрлĕх тата хăйсем валли вартан курăк йăтнă. Ытти çемьесенчи пекех, вăрçă çулĕсенче Антоновсем те хăйсен яшкине тĕрлĕ курăкпа çăратнă. Килти ĕне сĕчĕ вара çемьешĕн çăлăнăç эмелĕ вырăнĕнчех пулнă. Çăкăр пулман. Терка витĕр кăларнă çĕрулми çине кăштах ыраш çăнăхĕ хушса пĕçернĕ икерчĕ чи тутлă çимĕç шутланнă. Ачасем çăвĕпех çарран чупнă, хĕлле вара тăла чăлха тăхăнса, çăпата сырса çỹренĕ. Çăпатасене Лидьăпа Коля ăсталанă. Хаяр вăрçă Аслă Çĕнтерỹпе вĕçленсен, 1945 çулхи сентябрьте, Маюк шкула çỹреме пуçланă. Çуллахи каникул кунĕсенче çуллен тетĕшĕпе, аппăшĕпе пĕрле колхоз ĕçĕсене хастар хутшăннă. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă пулсан та çитмен пурнăçа пула хĕре малалла вĕренме май килмен. 1952 çулта Палтиелĕнчи шкулта 7 класс пĕтерсен вун пиллĕкри Маюк ытти хĕрсемпе пĕрле вербовкăпа Мускав облаçне тухса кайнă. Унта вĕсем стройкăра тар тăкнă: çурт никĕсĕ валли çĕр чавнă, каменщиксене кирпĕчпе, растворпа тивĕçтерсе тăнă. Ачаранах ĕçе хăнăхнăскер, йывăр ĕçре чăтăмлăн ĕçленĕ. Хĕрỹ ĕçре çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртсе пынă. Пурнăçа самаях сыпăнтарса янă хĕрсем çуралнă кĕтесе таврăннă. Маюк тăван колхозра ĕçлеме тытăннă. 1958 çулта ĕçчен те сăпайлă хĕр Çĕнĕ Тăрăн йĕкĕчĕпе, салтакран таврăннă Иван Алексеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Киров ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1972 çулта Мария Алексееван ĕç биографийĕ Карапай Шăмăршăри пекарньăра малалла тăсăлнă. Пекарьте пĕр улшăнми 20 çул тăрăшнă. Яланах тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ май, вăл "Районти чи лайăх пекарь" хисеплĕ ята, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Пултаруллă ĕçченĕн сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине те вырнаçтарнă. 1992 çулта Мария Васильевна тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе, Иван Александровичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр, йывăр чире пула вăл 20 çул каялла çĕре кĕнĕ), икĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Асли _ Петя _ Раççей çарĕн аслă офицерĕ пулнине палăртрăмăр ĕнтĕ. Вăталăххи _ Ира _ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене 22 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Кĕçĕнни _ Вова _ тĕп килте пурăнать, строительство специальноçĕсемпе ĕçлет. Чаплă юбилей ячĕпе чĕререн тухакан сăмахсемпе ăшшăн саламланă май, юман пек çирĕп сывлăх, çăл куç шывĕ евĕр ик-сĕлми телей, Атăл шывĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана, хисеплĕ Мария Васильевна!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться