Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂРА ÇĔКЛЕНĔ ÇĔН ЧИРКỸ

 

2007 ÇУЛХИ февралĕн 12-мĕшĕ район историйĕнче хăйне евĕр паллă событи пулса юлать. Шăмăршăра çĕнĕрен тăвакан "Христос çурални" чиркĕвĕн никĕсĕ çине, священниксем ертсе пынипе, православи тĕнне ĕненекенсем çак кун капсула хурса хăварчĕç. Уява райцентрта пурăнакансем тата ытти ялсен çыннисем питĕ йышлăн пухăнчĕç. Паллă церемоние Варнава митрополит пиллĕхĕпе Улатăрти Савватий епископ йĕркелесе пычĕ. Ăна кăнтăр районĕсенчи чиркỹсен благочиннăйĕ Анатолий протоирей, Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте, Палтиелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Георгий атте тата Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте пулăшса тăчĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Ф.Ермолаевпа А.В.Максимов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн П.В.Семеновăн помощникĕ А.М.Чернов, Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан В.В.Печников предприниматель тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çĕнĕ чиркỹ тума В.Ф.Ермолаев _ 1,5 миллион тенкĕ, В.В.Печников 500 пин тенкĕ укçа хывни çинчен пĕлтернине церемоние пухăннă халăх ырласа йышăнчĕ. П.В.Семенов уйăрнă укçа взносĕ те чиркỹ тунă çĕрте сисĕмлĕ пулăшу парĕ. Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта тĕпленсе пурăнакан В.В.Егоров предприниматель кăшт маларах хĕрлĕ кирпĕч туянма пулăшнине асăнса хăварни те вырăнлă. Çакнашкал пысăк хастарлăхпа пуçăннă Турă умĕнчи пархатарлă ĕç вăраха каймĕ. Турă пиллĕхĕпе чиркĕве туса пĕтерсен, район çыннисем унта Турă тивлечĕпе сăваплăхне илĕç, таса ĕненỹпе чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăватпа, çутă шанăçпа çирĕплетĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться