Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йăпăрт-йăпăрт пуллисем илем кỹччĕр пĕвене...

 

ТĂВАТ ÇĔР çирĕм ултă гектар йышăнĕ Хырла шывĕ çинчи водохранилище тулли хăватпа ĕçлеме пуçласан. Унта 16 миллион кубометр шыв шăнăçмалла. Водохранилище тăршшĕ 5 километр, вăтам тарăнăшĕ 3,75 метр пулмалла. Унашкалли хамăр республикăра урăх пĕр районта та çук, теççĕ специалистсем. Водохранилищĕн тĕп тĕллевĕ района ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси пулса тăрать. Анчах усси тата та пулĕ: çакăн пысăкĕш шыв лаптăкĕнче хаклă пулăсем ĕрчетме май пур. Сăмахран, çĕкĕ (стерлядь) пуллах илер. Ĕлĕкрех пуянсен сĕтелне çеç илемлетнĕ çак тутлă пулла хамăр "тинĕсрех" тонни-тоннипе çитĕнтерме пулать. Çаврăнăçуллă, укçа тума пĕлекен çынсем çеç кирлĕ. Районта пĕвесем тата та пур, пурте тенĕ пекех пулă ĕрчетме юрăхлă. Акă, "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçи А.Сатеев Пăчăрлă Пашьел пĕвине арендăна илнĕ, кунта вăл карп ĕрчетме тытăннă. Александр Иванович каланă тăрăх, çывăх çулсенче пĕве тупăш кỹме пуçламалла, кунпа пĕрлех питех те илемлĕ кану вырăнĕ те пулĕ. Çав вăхăтрах тепĕр тĕслĕхе те асăнмасăр иртме çук: Пуянкасси ялĕ çывăхĕнчи унччен чаплă пулнă пĕве халĕ вуçех юхăннă, унта шыв та тытăнса тăраймасть. Нивушлĕ никама та кирлĕ мар-ши çак пĕве? 2006 çулта йышăннă, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Раççей Федерацийĕн Шыв кодексĕ пĕвесене тата кỹлĕсене упрама хушать, шыв объекчĕсене сыхлассине тата вĕсемпе усă курассине йĕркелеме тивĕçлĕ. Юхан шывсемпе, кỹлĕсемпе, пĕвесемпе, шыв хранилищисемпе тирпейлĕ усă курсан, вĕсем çынна нумай тупăш кỹме пултараççĕ. Кодексра пĕвесене муниципаллă харпăрлăха е уйрăм çын харпăрлăхне илме май пурри çинчен те каланă. Паллах, çак ĕçе ял поселенийĕн йĕркелесе-ертсе пымалла, пĕвене юхăнтариччен пĕр-пĕр пуçаруллă çынна арендăна парсан ялшăнах лайăх пулнине халăха ăнлантарса памалла. Пулă ĕрчетме патшалăх çăмăллăхлă кредит парса та пулăшать: 3,5 процентлă кредита икĕ çуллăха 300 пин тенкĕ, пилĕк çуллăха 700 пин тенкĕ таран илме пулать. Пулă "чĕпписене" хамăр республикăрах туянма май пурри те ĕçлес хавхаланăва ỹстермелле. Пĕвесемпе кỹлĕсенче пулă тулăх пулни пирĕн тăрăха туристсене те илĕртĕ. Туризм аталанни район бюджетне пуянлатма пулăшĕ. Ку вăл _ пулма пултарайман япала мар, тăрăшни çеç кирлĕ. Кам килĕштермест-ха пушă вăхăтра вăлтапа пĕве е кỹлĕ хĕрринче ларма? Ачаран юратнă туртăм ватăлсан та манăçмасть, пенсие кайсан пушă вăхăчĕ те ытлашшипех. Апла пулсан, атьăр-ха çăва тухсан пĕвесемпе кỹлĕсене тасатса тирпейлер, пулă ĕрчетсе хамăрăн пурнăçа илемлетер.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться