Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх - картиш илемĕ

 

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем килти хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Вĕсенчен пĕри _ Николай Петрович Богданов. "Питĕ ĕçчен çын", - теççĕ Н.П.Богданов пирки. Ирпе-ирех тăрать те вăл, кил картине васкать. Тирпейлĕ те хăтлă витери икĕ вăкăрне апат панă хыççăн сыснасен пỹлмине куçать. Сысна тенĕрен: вĕсен йышĕ 21 пуçпа танлашать. Икĕ аçа сысна, тăхăр ама, вунă çура усрать Николай Петрович. Çак кунсенче çак йыш татах та ỹсессе пĕлтерчĕ кил хуçи. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ килти хушма хуçалăхсене аталантарма лайăх пулăшать. Н.Богданов та хуралтă-витесене анлăлатма çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çанталăк ăшăтсанах çак ĕçсене малалла пурнăçлама шухăшлать мал ĕмĕтлĕ çамрăк. "Хуçалăх пуласлăхĕ пур-ха, вăй-хал хушмалла çеç", - тет Николай Петрович. Тепĕр енлĕ чун туртăмĕ те пур унăн. Вăл илемлĕ кăмака купалама та, ăшă кăçатă йăваласа çынна савăнăç парнелеме те пултарать. Çамрăк пулин те, Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнче хăйĕн ĕçĕпе ыттисене хавхалантарса тăрать Н.Богданов. Хамăр хушăрах, пирĕнпе юнашарах тĕлĕнмелле ĕçчен, пултаруллă çынсем пурри савăнтарать çеç пире. Ăçтан кăна тухать-ши унашкал вăй-хал тесе тĕлĕнме пăрахаймастăн вара. Мал ĕмĕтлĕ кил хуçине _ çутă малашлăх.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться