Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТИРПЕЙЛĔ-И ЯЛ МАСАРĔ

 

"АРМАК-ЧАРМАК йывăçсем шавламасăр лараççĕ",_ сăвăри çак йĕркесем аса килчĕç районти пĕр ял масарĕ çинче пулнă чух. Тахçан лартнă хурăнсемпе вĕренесем, ытти йывăçсем халĕ çỹллĕ ỹснĕ, хăшĕ-пĕри çĕрĕшме те пуçланă. Вăйлă çил вăхăтĕнче йывăç хуçăлса анса хĕрессемпе палăксене çĕмĕресрен, енчен те çынсем пулсан вĕсене пысăк инкек кỹресрен Турă сыхлатăрах ĕнтĕ. Хăш-пĕр ялсенчи масарсен картисене çĕнетме те тахçанах вăхăт. Ял çыннисем çак ĕçе вырăнти влаçсем тăвасса кĕтеççĕ, "самообложени укçи тỹлетпĕр вĕт, ĕçлеччĕр",_ теççĕ. Анчах кашни килĕрен пуçтаракан 30-40 тенкĕ самообложени укçипе (ăна та пулин пурте памаççĕ!) мĕнех çĕнетейĕн-ши? Халăхпа, мирпе ĕçлемесен масар çинче тирпей-илем тума йывăр. Масар çинчи çỹллĕ те хулăн, çĕрĕшме пуçланă йывăçсене касса тасатмалли пирки ял пухăвĕсенче темиçе çул калаçатпăр ĕнтĕ, анчах улшăну курăнсах каймасть-ха. Ваттисем кỹренесрен шикленме кирлĕ мар: тирпей-илем тунине хирĕç никам та нимĕн те каламĕ, ĕçлекенсене мухтĕç çеç. Масар çинче йĕрке тăвакана чиркỹ те ырлать. Район администрацийĕнче çак кунсенче пулса иртнĕ канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев масар картисене çĕнетес ыйтăва та çивĕч çĕклерĕ. Вĕсене йывăç юпа-решеткепе мар, тимĕр-бетон юпасем лартса, тимĕр сеткăпа тытсан картасен ĕмĕрĕ вуншар çула тăсăлĕччĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тăрăшсан, усă курнă бетон юпасемпе тимĕр пăрăхсене хамăр районтах йỹнерех хакпа та тупма май пур. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров иртнĕ кунсенче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата Федераллă ведомство территори органĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура ял масарĕсенчи тирпейсĕрлĕхпе кăмăлсăр пулни çинчен пĕлтернĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем çакăншăн тỹрремĕнех яваплине палăртнă. Чи таса та чи сăваплă вырăн пулмалли масар çинче выльăх-чĕрлĕх ирĕккĕн çỹрени, унта та кунта хăрăк йывăçсем йăваланса выртни, паллах, йĕркеллĕ пулăм мар. Вилнисем умĕнче намăсланма пĕлер, ентешĕмсем.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться