Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"СНЕГОХОД" ПРОФИЛАКТИКА ОПЕРАЦИЙĔ ИРТЕТ

 

ЮР çинче çỹрекен мотохатĕрсен техника тĕлĕшĕнчи юсавлăхне тĕрĕслес, çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес, вĕсене регистраци тунине тата çỹреме ирĕк панине палăртас тĕллевпе, февралĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 25-мĕшĕччен районта "Снегоход" профилактика операцийĕ ирттереççĕ. Çавна май юр çинче çỹрекен мотохатĕрсен хуçисене çывăх кунсенчех Гостехнадзорăн районти инспекцине килме, мотохатĕрсене техосмотр витĕр кăларттарма, транспорт налукĕ тỹлеме ыйтатпăр. Кивелнĕ е юрăхсăра тухнă мотохатĕрсене регистраци учетĕнчен кăлармалла тата тимĕр-тăмăра ямалла. "Снегоход" профилактика операцине ирттерме районта ятарлă комисси йĕркеленĕ, техникăна учета тăратман тата техосмотр иртмен мотохатĕрсен хуçисене пысăк штраф кĕтет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться