НУМАЙ ТА ПĔТЕТ ТЕ, САХАЛ ТА ÇИТЕТ
ВАСАН ялĕнчи Филипповсен килĕнчен кашни кун шкула вунă ача тухса чупать. Пĕри уçнă алăк хупăнса ĕлкĕреймест, хăлăпа тепри ярса тытать... Нумай пек-и, ĕненмелле мар пек-и? Тĕрĕсех, пĕр ултав та çук. Çур çул каялла, чăн та, 30 урлă каçнă Геннадипе Оксанăн пĕр хĕр пĕрчи кăначчĕ. Халĕ вара ун пек пуянни ялта çук: пиччĕшсем те, шăллĕсем те, аппăшĕпе йăмăкĕ те пур. Çурт тулли пĕр тăван. Ку кăна та мар-ха интересли. Вĕсен хушшинче хăшĕ чăвашла калаçать, иккĕмĕшĕ вырăсла пуплет, виççĕмĕшĕ тутарла тĕшмĕртет. Чăн-чăн интернационал! Çакă пĕтĕмпех ашшĕпе амăшĕ пĕлтĕр июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канашри интернатран виçĕ ывăл ачана усрава илсе килнинчен пуçланнă. Тĕрĕссипе, ун чухне çамрăк мăшăр хăйсен хỹтлĕхĕнче икĕ тăлăха кăна ăшăтма палăртнă. Лери ачасем вара виççĕшĕ те туслă пулнă иккен. Патшалăх çуртĕнче те пĕр пỹлĕмрех пурăннă. Уйăрас темен вара вĕсене Генăпа Оксана, пĕрле лартса килнĕ. Çапла Филипповсем туххăмрах улттăна çитсе тăнă. Тепĕртакран Патирек ялĕнче пĕр килте икĕ ача никама кирлĕ мар пулса тухнă тенине илтсен, çаксене те хăйсен çемйине илнĕ. Пиллĕк çумĕнче улттă вырăн тупать теççĕ. Генăпа Оксана вара кунпа та лăпланса тăман. Пысăк йыша хăнăхма тăтăннăскерсем ыран-паян шкулта пĕрремĕш шăнкăрав янăрас умĕн Канаш интернатнех кайса тепĕр килĕшỹ тунă та çемьене тата икĕ ывăлпа икĕ хĕр хутшăннă. Çапла вара паян Филипповсен килĕнче 9 усрав ача пурăнать. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче çакна ырă та пархатарлă ĕç тесе шутлаççĕ, йышлă çемьене тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Николай Ендиеров пуçлăх пĕлтернĕ тăрăх, арăмĕпе упăшкине воспитатель шайĕпе ĕç укçи параççĕ, патшалăх пособийĕсем те чăрмавсăр çитеççĕ. Филипповсен çĕнĕ çемйипе ялти шкул директорĕ Г.Н.Ларшников та кăмăллă. Ачасем килте çеç мар, вĕренỹ çуртĕнче те хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, çĕнĕ туссем тупаççĕ. Вĕренỹре те аптрамаççĕ. Пĕри, ав, ташă-юрă конкурсне хутшăнса ыттисене уçă сассипе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ иккен. Тата тепри сăвă-калав кăмăллать...