НАЦИ ПРОЕКЧĔ ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ОТРАСЛЬНЕ АТАЛАНТАРМА ПУЛĂШĔ
"АПК аталанăвĕ" наци про-екчĕпе килĕшỹллĕн, районти хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма çăмăллăхлă кредит илеççĕ. Пурте ăратлă выльăхсем туянасшăн, чылайăшĕ республикăри е урăх регионсенчи малта пыракан хуçалăхсемпе килĕшỹ тунă та ĕнтĕ. "Миха" фермер хуçалăхĕ 20 пуç ĕне выльăх, "Исток" ООО 20 пуç ĕне выльăхпа 6 пуç лаша, "Мир" ЗАО 30 пуç ĕне выльăх, 3 пуç лаша, "Шанс" ООО 75 пуç ĕне выльăх, 15 пуç сысна, "Бездна" фермер хуçалăхĕ 30 пуç ĕне выльăх, "Карла" ООО 100 пуç ĕне выльăх, 30 пуç сысна, "Колос" хуçалăх 10 пуç, "Восход" СХПК 10 пуç сысна илесшĕн. "Искра" СХПК та сыснасен ăратне çĕнетме 3 пуç шурă-шултăра ăратлă сысна аçи туянма палăртнă.