Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЛИТЕРАТУРĂЛЛĂ ЧĂВАШ ЕН, ÇУЛТАЛĂК КĔНЕКИ" КОНКУРС

 

ЧĂВАШ Республикинчи Наци библиотеки, республикăра пурăнакансене кĕнекене юратма вĕрентес тата чи лайăх литература произведенийĕсем анлăрах сарас тĕллевпе, кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки _ 2005" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурс пынă вăхăтра чăвашла пичетленнĕ, вулакансем уйрăмах килĕштерекен кĕнекене, вырăсла е чăвашла пичетленсе тухнă, вулакансем уйрăмах килĕштерекен ача-пăча кĕнекине, конкурса хутшăннă чи лайăх библиотекăна, чи нумай кĕнеке вулакана палăртĕç. Районти библиотекăсенче "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки _ 2005" выставка йĕркеленĕ. Конкурс пынă вăхăтра вулакансен конференцийĕсем, диспутсем, дискуссисем, литература сехечĕсем, кĕнеке презентацийĕсем, поэзи сехечĕсем, викторинăсем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех "Г.Айхи. Лăпкăлăх поэзийĕ" электронлă кăларăмăн презентацийĕ те иртĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться