КАШНИ ЯЛТАХ _ ГРАЖДАНСЕН ПУХĂВĔСЕМ
РАЙОНТИ ялсенче граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ, вĕсенче ял поселенийĕсем 2006 çулхи ĕç-хĕл çинчен отчет туса параççĕ. Хальлĕхе пухусем ÇĕнĕТăрăн, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Виçпỹрт Шăмăршă, Ярăслав, Çĕнĕ Шăмăршă тата ытти хăш-пĕр ялсенче пулса иртнĕ. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчи граждансен пухăвĕнче районти пушар чаçĕн, Пенси фончĕн управленийĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем тухса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă. Ял поселенийĕн депутачĕ В.Ефимов урамсене тирпей-илем кĕртес, ял старости Н.Стефинов масар картине çĕнетес тата пĕчĕк кĕперсене юсас ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Андронов 2006 çулхи ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа панă, кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарнă.