Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фестиваль кăмăла çĕклерĕ

 

ÇАК кунсенче Шăмăршăра сăнарлă искусство тата технологи вĕрентекен методика идейисен фестивалĕ пулса иртрĕ. Хамăр районти шкулсенчен çеç мар, кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрелтен те килнĕ уçă уроксене курма. Вĕренмелли, курмалли вара чăннипех те пайтах пулчĕ. Уçă урок кăтартакансем пурте опытлă учтельсем _ пĕрремĕш е аслă категориллĕ педагогсем. Вĕсенчен кашниех вĕрентỹре усă куракан çĕнĕ майсемпе, меслетсемпе паллаштарчĕ. Акă В.Б.Мартынов (Шăмăршă шкулĕ) 2 "а" класс ачисене искусство тĕнчи тăрăх вăйă мелĕпе илсе çỹрерĕ, урока черчени элеменчĕсемпе килĕшỹллĕ çыхăнтарчĕ. Куракансене Владимир Борисович кĕçĕн çулхи ачасене хавхалантарма пĕлни, кăткăс заданисене çăмăл чĕлхепе ăнлантарни питĕ килĕшрĕ. Иккĕмĕш урока Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче ĕçлекен А.А.Семенов ирттерчĕ. Вăл урок темине чĕрчунсен тата ỹсентăран формисене архитектурăра усă курнипе çыхăнтарчĕ. Çак урока ирттерме мĕн чухлĕ материал илсе килнĕ Александр Анатольевич: тинĕс çăлтăрĕ, сăпсасен пыл карасĕ, тинĕс тĕпĕнче выртакан извеçленĕ кораллсем, тинĕс чĕрчунĕсем пурăнакан "пỹртсем" (ракушки) тата темтепĕр. Унсăр пуçне, архитектура объекчĕсене ỹкернĕ тĕрлĕ тĕслĕ кĕнекесемпе альбомсем те пур. Урок вĕçĕнче ачасем çитĕнсен тума ĕмĕтленнĕ строительство сооруженийĕсене хут çине ỹкерчĕç. Тепĕр урок _ ĕç урокĕ пулчĕ. Ăна Чукалтан килнĕ А.С. Еремеев учитель халăх авалтан кил-çуртра усă куракан хурăн хуппипе çыхăнтарчĕ. Çак урокра Александр Сергеевич компьютерпа пĕлсе усă курни тĕлĕнтерчĕ. Электронлă техника пулăшнипе ачасем хурăн хуппинчен ăсталанă хатĕрсемпе (савăт-сапа тата ытти те) паллашрĕç. Малалла учитель хурăна сиен кỹмесĕр хупă епле хатĕрлемелли çинчен каласа кăтартрĕ. Ачасем хăйсем те хупăпа хавхалансах ĕçлерĕç, вымпел ăсталама пикенчĕç. Тепĕр урок та ĕç урокĕ пулчĕ. Ăна Карапай Шăмăршăри шкулта ĕçлекен Г.А.Деомидовпа Г.В.Кузьмина ирттерчĕç. Геннадий Анатольевич 7 "б" класс ачисене йывăçа касса тĕрлеме вĕрентрĕ, Галина Витальевна чăваш символики _ герб пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ. Арçын ачасем учитель кăтартса панă кашни хусканăвах сăнаса тăчĕç, хăйсем те йывăçпа хавхаланса ĕçлерĕç. Палтиел шкулĕнче ĕçлекен Ф.Э.Шакурова 7 "а" класс ачисемпе "Хĕрарăм илемлĕхĕ" темăпа ИЗО урокĕ ирттерчĕ. 6 "а" класра "Монотипи" темăпа Анат Чаткас шкулĕнче ĕçлекен Л.Н.Нянин урок кăтартрĕ. Ку урокра ачасем кĕленче катăкĕсем çине сăрласа ỹкерчĕксем турĕç. Сăрланă кĕленче хут çине хурсан мĕн тĕрлĕ йĕрсем хăвармасть иккен _ каллех çĕнĕ ỹкерчĕк пулса тăрать! Ачасем тĕлĕнсе те савăнса лараççĕ. Хăйсене чăн-чăн художниксем вырăнĕнче тыткаларĕç. Çапла илемлĕ, чаплă, интереслĕ иртрĕ фестиваль. Çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентекен, усăллă уроксем курчĕç унăн хăнисем. Мĕн чухлĕ çĕнĕ идея парнелерĕ çак уяв вĕрентекенсене! Фестивале пĕтĕмлетнĕ чух учительсем кашни уçă уроках питĕ килĕшни, çакăн пек профессиллĕ уявсене час-часах ирттерме кирли çинчен пĕлтерчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться