Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНĔРЕН ТЕ ТĂВĔÇ, КИВВИСЕНЕ ТЕ ЮСĔÇ

 

2007 ÇУЛТА районта Виçпỹрт Шăмăршă _ Пуянкасси (1,6 километр), Шăмăршă _ Пăчăрлă Пашьел _ Асанкасси (2 километр), Пăчăрлă Пашьел _ Вырăс Чукал (1 километр), Шăмăршă - Çĕнĕ Шăмăршă _ Васан (1,2 километр), Асанкасси _ Улмаллă (2 километр) çулсене тĕпрен юсама палăртнă. Тус-и эс, тăшман-и тăван çут çанталăкшăн? "ÇĔР çинче пурăнакан çынсем нефтьпе газ çитменрен мар, ĕçмелли шыв çитменрен тата хăйсем кăларакан йышлă çỹп-çапран вилме пултараççĕ. Çак чăнлăх влаçсен йышăнăвĕсен никĕсĕнче çеç мар, Чăваш Енре пурăнакан кашни çын ĕçĕ-хĕлĕн тата тавра курăмăн никĕсĕнче те выртмалла", - тенĕ Н.В.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Мĕн тери тĕрĕс, чăннипех те тарăн шухăша яракан сăмахсем. Юлашки вăхăтра çỹп-çап çулсерен нумайланса пыни куçкĕретех. Пурнăç урапине паянхи пек хăвăрт кустарсан, акă, пĕр çирĕм çултан çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрĕн "Улăп тăприйĕсем" те инçетренех курăнса ларма пуçлĕç. Паянхи кун вара, çỹп-çап куписемпе пĕр танах, çырма-çатрасемпе вăрман уçланкисем этем "тăрăшнипех" хальччен курман асапа тỹсеççĕ. Мĕн кăна кайса пăрахмасть пулĕ унта этем? Кивелнĕ тумтир, атă-пушмак, савăт-сапа, техника енĕпе усă курнă япаласем тата ытти те... Ăçтан çакăн чухлĕ çỹп-çапа кăларатпăр-ха эпир, çынсем? Пĕрремĕшĕ _ нумай япалана пластик савăчĕпе е полиэтилен хутаçпа туянатпăр, усă курнă хыççăн _ пăрахатпăр. Иккĕмĕшĕ _ туяннă таварсенчен нумайăшĕ пĕр-икĕ кунранах юрăхсăра тухса, "укçа мурĕ" пулса тăрать. Ỹсет вара çỹп-çап купи, "кĕрнекленет". Вăхăт çитрĕ пулĕ шутлама: мĕнлерех тирпейлĕн вырнаçтармалла хамăр кăларакан йышлă çак çỹп-çапа? Сывлăша сиен кỹнине пăхмасăрах çунтарнипе е кỹршĕ курман чухне ун еннелле кайса пăрахнипех ку ыйтăва татса пама пулмасть. Пиртен маларах йогурт çиме пуçланă ют патшалăх çыннисенченех вĕренмелле мар-ши? Эпĕ студент чухне Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентекен В.А.Иванов профессор нимĕçсен тирпейлĕхĕ пирки вĕсене хисеплесе каласа паратчĕ. Çирĕм çул каяллах (тен, ытларах та) унта (Германире), калăпăр, пылак шывран е одеколонран, йогуртран е помадăран юлнă пушă савăтсене пăрахмалли бункерсем урамсенчех ларнă. Унсăр пуçне автомат çак ырă ĕçе тăвакан çынна укçа та тỹлесе ярать иккен. Тĕлĕнмелле вĕт! Епле-ха кетчуппа майонезран юлнă савăтсене улма хуппипе хутăштармасăр, мăшкăлтăк шывĕпе чỹхентермесĕр, çиелтен тата чипсыпе ролтонăн пушă пачкисемпе витмесĕр кайса пăрахма пулать. Паянхи кун ытларах çакăн пек тухать-ха кил-çуртран çỹп-çап. Хамăра айăпламасан, кама айăпламала-ха пирĕн тавра-курăм никĕсĕ хавшакрах пулнăшăн? Пластикран е полиэтиленран тунă савăтсене, усă курнă хыççăн, уйрăм михĕ çине пухса пырса свалкăна кайса пăрахсан лайăхрах пулмĕччĕ-ши? Ун пек тусан, ăна тиесе кайма та çăмăл пулĕччĕ. Навуса юрăхлă çỹп-çап вара анкартинче çĕрсех усă кỹтĕрччĕ, çунтарма юрăхли (тĕтĕмĕ сывлăша сиенлемесен) хăйĕн хевтине парса лаçăра шыв ăшăттăрччĕ. Чăтма çук шăрăх кунсенче чĕкĕнтĕр маттикленĕ чухне ăш хыпса шыв ĕçес килнине туйса курнă-и эсир? Эпир, ача чухне, чĕлхе çăвар маччи çумне çыпçăнса ларсан: "Эх, пĕрре ларса пĕр фляга сивĕ шыв ĕçĕттĕм", - теттĕмĕрччĕ. Лавккара пластик бутылкипе туянă шывпа ăша кантараяс çук. Хамăр Президентăмăр каланă сăмахсене чун-чĕрене вырнаçтарса пурнăçра тирпейлĕрех пулма вĕренесчĕ пирĕн, мĕншĕн тесен чăваш халăхĕ хăйĕн кил-çуртне, картишне мĕн ĕмĕртен таса тытса тăрать. Анчах та паянхи пурнăç пирĕн умма тата та пысăкрах тĕллевсем лартать: пỹрт умĕ кăна мар, хамăр çывăхри е кăшт инçетрехри тавралăх та этем тăрăшнипе илемĕпе илĕртсе, тасалăхĕпе çутатса тăтăрччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться