Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇЛĔ ТĔЛ ПУЛУ ИРТРĔ

 

НУМАЯХ пулмасть Чукал тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче тĕл пулу иртрĕ. Кану каçĕ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнинчен пуçланчĕ, каярах туслă калаçу шкул столовăйĕнче тăсăлчĕ. Каярах Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ А.Г.Петров ачасене компьютер класĕпе паллаштарчĕ, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмелли тестсем кăтартрĕ. Çакă хăнасене кăсăклантарни тỹрех сисĕнчĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç пашьелсемпе Чукал ачисем. Тĕл пулу пурин чĕринче те ăшă туйăм çуратрĕ. Икĕ шкул хушшинчи туслăх кĕперне малалла та тĕреклетсе пыма шантарса уйрăлтăмăр эпир пĕр-пĕринчен.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться