Вун икĕ ача _ вун икĕ савăнăç
ЯНВАРЬТЕ районта 12 ача çуралнă. Çав шутра арçын ачасем _ çиччĕн, хĕр ачасем пиллĕкĕн. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕсем Никита, Анна, Ангелина, Роман, Альберт ятсене килĕштернĕ. Шăмăршăра 4, Карапай Шăмăршăра 3 ача çуралнă пулсан, Палтиел, Анат Чаткас, Чукал ялĕсенче пĕр "çĕнĕ кайăк" та çут тĕнчене килмен-ха.
"Шăмăршă хыпарĕ"