Валерий ФАДЕЕВ: ХАЛĂХШĂН, ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ
РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев _ кантурта ларма юратакан çын мар. Акă, эрне кун та, хаçат валли интервью илес тесе пырсан, Валерий Петрович Пăчăрлă Пашьел - Суйкăн çул тунă çĕре кайма васкатчĕ. Унпа шăмат кун тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ирпе çиччĕ иртсенех çитрĕм пулин те, район пуçлăхĕ ĕç вырăнне манран та маларах килнĕ иккен. Блокнотпа ручкăна кăлартăм та, лăпкă калаçу шыв юххи пек юхса пычĕ... _ Республика Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура социаллă пурнăç ыйтăвĕсене уйрăмах тĕп вырăна кăларса тăратнă, ачасемпе çамрăксене воспитани парса çитĕнтерессине, физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарассине çивĕч хускатнă, - терĕ В.П.Фадеев. _ Чăн та, ку енĕпе республикăра та, хамăр районта та нумай ĕç тунă, çапах та Çырура çĕкленĕ ыйтусене ăнăçлă пурнăçлас тесен пирĕн тата ытларах тăрăшмалла. _ Валерий Петрович, Президент хăйĕн Çырăвĕнче республикăра приоритетлă наци проек-чĕсем мĕнле пурнăçланса пынине те тишкерсе тухнă. Хамăр районти лару-тăрупа паллаштараймăр-ши? _ Чăн малтан, "Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" проекта илер. Ялсенче пулсан асăрхатăр-и: çынсем килти хушма хуçалăхĕсене аталантарассишĕн ытларах тăрăшма тытăнчĕç. Патшалăх çăмăллăхлă кредит панă чухне мĕншĕн усă курмалла мар-ха? Халăхра шанчăк çуралчĕ, ырă пуласлăха ĕненме тытăнчĕ. Хуçалăхсем патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе фермăсене çĕнетеççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, техника туянаççĕ. Районта выльăхсен йышĕ ỹссех пырать, продукци илессипе те кăтартусем лайăхланаççĕ. Рынок условийĕсем пурне те сисĕмлĕ, пуçаруллă пулма, тепĕр чух хăюлăха пухсах иккĕленỹллĕ утăм тума та хушаççĕ. Акă, кăçал кашни ял поселени-йĕнчех потребительсен кооперативĕсене йĕркелеме тĕллев лартрăмăр. Хальлĕхе вĕсем виççĕ, çывăх вăхăтра йыш тата хутшăнмалла. Çак кооперативсем ял халăхне пысăк пулăшу памалла, малашне туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарас хуйхă ан пултăрччĕ тетпĕр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хамăр ентеш В.Ф.Ермолаев ырă пуçару турĕ, районта репродукциллĕ сысна амисем усрамалли фермăсем йĕркелеме пулчĕ. Владимир Федорович районти ултă хуçалăхпа 50-60 пин хур усрама килĕшỹ тăвасшăн. Ял çыннисем пĕр чăрмавсăрах хур чĕппи туянма пултарĕç. Ĕçлес текен çыншăн ĕç тем чухлех, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усракансене комбикормпа тивĕçтересси те çивĕч ыйту пулмĕ. Пăчăрлă Пашьел _ Суйкăн çула хута ярсан, Улатăрти пысăк хăватлă комбикорм завочĕпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелесшĕн. _ Çул пирки сăмах хускалчĕ пулсан, мĕнле те пулин ĕç пырать-и хĕл кунĕсенче? _ Ирçе Тĕкки _ Баскак çула тунă çĕрте çĕр хăпартаççĕ, Шăмăршăри ДРСУ кунта хăйăр та турттарать. Пăчăрлă Пашьел _ Суйкăн çула тума вара 4 подрядчик хутшăнать: çĕр хăпартаççĕ, хăйăр тата вак чул турттараççĕ. Хĕрлĕ Васан ялне çити хывакан çул валли те 5 километр тăршшĕ çĕр хăпартнă, хăйăр турттарма пуçăннă. Çăва тухсан Канаш паççулкки патĕнче те хĕрỹ ĕç вĕресе тăрĕ. Çак çулсене пурне те кăçалах хута ямалла. Килес çул вара М.Горький паççулккинче пурăнакансем те Шăмăршăна асфальт çулпа çитме пултарĕç. Президент Çырура каланă пек, лайăх çулсем _ экономикăн "юн тымарĕсем" кăна мар, хамăрăн халăха чунран хисепленине кăтартакан паллă та. Мĕншĕн тесен транспорт инфратытăмĕн лару-тăрăвĕ халăх сывлăхне те, культурăна сыхласа хăварассипе малалла аталантарассине те витĕм кỹрет. _ "Сывлăх" наци проекчĕ пирки те пĕр-икĕ сăмах илтес килет... _ Районта çемье тухтăрĕн офисĕсен ĕçне тĕпрен лайăхлатма палăртрăмăр. Кăçал Карапай Шăмăршăра, килес çул вара Васанта офиссем уçăлмалла, вĕсен йышĕ районта саккăра çитĕ. Кăçал, Республика кунĕ тĕлне, районти тĕп больницăн хирурги корпусне тĕпрен реконструкцилес ĕç вĕçленмелле. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров çак пысăк ĕç валли 30 миллион тенкĕ укçа уйăрма пулни чун-чĕрене хавхалану кỹрет. Нумай-нумай çынна, уйрăмах хĕрарăмсене, ача çуратмалли уйрăм шăпи хумхантарать пулĕ. Паян вĕсене татăклăнах çапла калама пултаратăп: Шăмăршă больницинче ача çуратмалли уйрăм пулать! Ăна хамăр район укçи-тенкипе тытса тăрăпăр. Ачасем çеç нумайрах çуралччĕр. Иртнĕ çул районта 178 ача, кăçалхи январьте 12 ача çурални савăнтарать, ытларах çуралсан тата та аванрах. _ Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ те _ наци проекчĕ шутĕнче... _ Кăçал районта 17 пин тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр тумалла. Çурт-йĕр лартассипе республика пĕлтерĕшлĕ тата федераллă программăсем ăнăçлă пурнăçланасса çирĕп шанатпăр. _ "Ĕçмелли таса шыв" программа та _ Çырура çĕкленỹ ыйту... _ Кăçал Хырла шывĕ çинчи водохранилищĕне тунă çĕрте çав тери пысăк ĕç пурнăçланмалла. Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Виçпỹрт Шăмăршă, Палтиел, Патирек ялĕсене шыв илсе çитерес тĕлĕшпе ĕçлĕпĕр. Водохранилищĕне хута ярсан, пулă ĕрчетмелли тата кану йĕркелемелли чаплă вырăн пулать. Ку енĕпе проектсем хатĕрлеме пуçăннă ĕнтĕ. Малашне Шăмăршă тăрăхĕ таçти-таçти туристсене те илĕртмелли вырăн пулĕ. Туризм аталанни _ халăх валли ĕç вырăнĕ, бюджета пуянлатакан укçа. Кăçал район центрĕнче тасатакан сооружени те хута каймалла. Район юбилейĕн çулĕ (кăçал вăл 80 çул тултарать) чăннипех те пысăк ĕçсемпе паллă пулĕ. _ Валерий Петрович, Президент та, Эсир те яланах ялсене тирпей-илем кĕртесси, урамсем илемлĕ пулмалли çинчен калатăр... _ Шăмăршă районĕнчи ялсем халиччен те япăххисен шутĕнче пулман, кăçал тирпей-илем кỹрес тĕлĕшпе тата та нумай ĕç тумалла. Ялсем çывăхĕнчи выльăх масарĕсене пурне те йĕркене кĕртмелле, йĕри-тавра йăмра вуллисем лартса ешĕл хỹме çĕкленмелле. Шăмăршăри Космовский урамĕнче хальхи картасем вырăнне эрешленĕ тимĕр картасем пулĕç, бордюрсене те çĕннипе улăштарма шутлатпăр. К.Маркс урамĕнче сарма палăртнă тротуара "халăх стройки" тесе йышăнтăмăр. Район центрĕнче пурăнакан, ĕçлекен кашни çынах çак стройкăна хутшăнтăр. Хамăр алăпа тунă япалана упрама та вĕренĕпĕр. Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă, Ярăслав, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Патирек ялĕсенче асфальт сарнă урамсен шучĕ ỹсĕ. Район çыннисем йывăçсем лартма, чечексем ĕрчетме хастар хутшăнасса кĕтетпĕр. Хамăр пурăнакан вырăн илемлĕ те тирпейлĕ пулни хамăршăнах лайăх вĕт-ха. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ те ăнăçлă пурнăçланса пырĕ, районти шкулсен коллективĕсем хăйсем умне лартнă задачăсене тĕрĕс ăнланаççĕ. Хăш-пĕр шкулсене реструктуризациленĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар: ачасем пысăк шкулсенче вĕренсе тарăнрах пĕлỹ илĕç, пысăк шкулта çакăн валли пур условисем те çителĕклĕ. Ача çулталăкĕнче савăнтаракан тепĕр хыпар та пĕлтерес килет: Шăмăршăра унччен ĕçленĕ "Солнышко" ача садне тĕпрен юсаса каллех садик уçасшăн. Ытти ĕмĕт-тĕллевсем те пур, вĕсем пирки _ тепĕр калаçура. Кăçал район бюджечĕсĕр пуçне вырăнти кашни ял поселенийĕн бюджетне çирĕплетнĕ. Ку вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем хывма, электричество комплексне йĕркене кĕртсе çитерме, социаллă нумай ыйтăва татса пама кирлĕ. Экономика ỹсĕмĕн хăватне шута илсен, ял поселенийĕсен социаллă ыйтусемпе ĕçлеме майсем çителĕклех. Ял ĕçченĕсене эпĕ çитес çур акине тăрăшсах хатĕрленме, çĕре юратма, çамрăксене _ тăван çĕр çинче тымар яма, ваттисене хисеплесе пурăнма чĕнсе калатăп. Район администрацийĕ куллен туса пыракан мĕнпур ĕç _ халăхшăн тăрăшни, умма лартнă тĕллевсене пирĕн халăхпа пĕрле пурнăçламалла.