ШКУЛА КАЙИЧЧЕНЕХ ÇЫРМА-ВУЛАМА ВĔРЕНЕÇÇĔ
ШКУЛ çулне çитмен ачасене пĕрремĕш класа вĕренме кайма хатĕрлесси _ учительсен коллективĕ умĕнче тăракан çивĕч ыйту. Ялта ача сачĕ çук чухне çак задачăна шкулăн хăйĕн пурнăçлама тивет. Васанти вăтам шкул дирекцийĕ Кивĕ Шăмăршăпа Ярăслав ялĕсенчи 5-6 çулхи ачасене ятарлă программăпа вĕрентмелли кĕске режимпа ĕçлекен икĕ ушкăн йĕркелерĕ. Вĕсене пурĕ 15 ача çỹрет. Эрнере икĕ хутчен Е.В.Шамеева педагог пĕчĕккисемпе занятисем ирттерет. Ачасем вулама-çырма, шутлама, ỹкерчĕксем тума хăнăхаççĕ, сывлăха çирĕплетмелли физкульура упражненийĕсем тăваççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем ирттерекен мероприятисене курма çỹрени те шăпăрлансен тавракурăмне ỹстерет. Занятисене ашшĕ-амăшĕсем те пырса çỹреççĕ, хăйсен ачисем мĕнле вĕреннипе интересленеççĕ. Ачасем вара кашни занятиех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.