Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Районти слет çамрăк армеецсене пуçтарĕ

 

 ФЕВРАЛĔН 21-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта шкулсенчи çамрăк армеецсен отделенийĕсемпе çарпа патриотизм клубĕсен районти слечĕ иртĕ. Слета Шăмăршă районĕ 80 çул тултарнине халаллаççĕ. Слетра тĕрлĕрен конкурссемпе ăмăртусем ирттерме палăртнă. Вĕсем Шăмăршă районĕн историне тата çар ĕçĕн ăсталăхне тĕплĕн пĕлессипе çыхăннă. Ăмăртăва хутшăнакансен автомата питĕ хăвăрт сỹтсе пуçтарма та, вăй-хăвата кăтартма та, "тинĕс тĕввине" çыхма та пĕлмелле. Уйрăм çĕнтерỹçĕсемпе мала тухнă командăсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ Дипломсемпе тата хаклă призсемпе чыслĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться