Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район администрацийĕнчи канашлу

 

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче анлă канашлу пулса иртрĕ, унта пур шайри ертỹçĕсем те, çавăн пекех хăш-пĕр фермерсем те хутшăнчĕç. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа _ Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи çĕр лаптăкĕсен патшалăх кадастр учетне тата куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне илессине вĕçлес тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçлас тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем пирки _ Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн Федераллă агенствин республикăри ертỹçин çумĕ Д.В.Трушкин, район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова, Патăрьелĕнчи регистраци палатин Шăмăршăри уйрăмĕн ертỹçин ĕçĕсене туса пыраканĕ Т.Ю.Тихонова, Шăмăршăри нотариус С.И.Абрамов тухса калаçрĕç, нумай ыйтусем çине хуравларĕç. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ май, ялсене тирпей-илем кĕртес, выльăх масарĕсен йĕри-таврашĕнче çирĕп йĕрке тăвас, ялсенче потребительсен кооперативĕсем туса хурас тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться