Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РАЙОН 80 ÇУЛ ТУЛТАРНИНЕ ТАТА АЧА ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАСА - ФЕСТИВАЛЬ

 

ЫРĂ йăлана малалла тăсса, кăçал та, февраль-апрель уйăхĕсенче, культура учрежденийĕсен художество пултарулăх коллективĕсен районти фестивалĕ иртет. Район 80 çул тултарнине тата Ача çулталăкне халалланă фестивалĕн тĕллевĕ _ район территорийĕнчи традициллĕ наци культурине упрасси, ăна малалла аталантарасси, çамрăксенче патриотизм, гражданла тивĕç тата обществăлла яваплăх туйăмĕсене вăратасси, вĕсен творчествăлла активлăхне ỹстересси, ял çыннисене, çав шутра ачасене те, фестивале хутшăнма явăçтарасси. Художество коллективĕсен концерчĕсем Шăмăршăри Культура керменĕнче иртеççĕ. Программăна хакланă чухне жюри коллективăн репертуарне, творчествăлла ăсталăхне, сцена культурине шута илет. Концерт программинче хор (вăл икĕ юрă юрламалла), вокал ансамблĕ (хĕрарăмсен, арçынсен, пĕрлештернĕ), çемье тата инструментсен ансамблĕсем, ташăсем, художествăлла сăмах (монолог, сăвă), пĕччен юрлакансем (дуэт, трио) пулмалла. Фестивале уçса, иртнĕ эрнекун, февралĕн 2-мĕшĕнче, Кивĕ Чукал ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ Шăмăршăри Культура керменĕнче хăйĕн интереслĕ те тулли содержаниллĕ программипе паллаштарчĕ те ĕнтĕ. Февралĕн 9-мĕшĕнче _ Пуянкасси, февралĕн 16-мĕшĕнче _ Карапай Шăмăршă, мартăн 2-мĕшĕнче _ Анат Чаткас, мартăн 9-мĕшĕнче _ Палтиел, мартăн 16-мĕшĕнче _ Васан, мартăн 23-мĕшĕнче _ Чукал, мартăн 30-мĕшĕнче _ Пăчăрлă Пашьел, апрелĕн 6-мĕшĕнче Шăмăршă ял поселенийĕсен коллективĕсем концерт лартаççĕ. Концертсем 19 сехетре пуçланаççĕ. Фестивальте лайăхпа палăрнă коллективсем, уйрăм солистсем хăйсен творчество пултарулăхне районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче _ Акатуйра кăтартаççĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсене фестивальте творчествăлла ăнăçу сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться