Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Право Профилактика ĕçĕн ырă пулăмĕ

 

УГОЛОВНĂЙ айăплав пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци сотрудникĕсем _ çак службăра 2 офицер ĕçлет _ шалти ĕçсен пайĕпе, вырăнти администрацисен органĕсемпе тата обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрлехи рейдсем вăхăтĕнче пирĕн инспекцире учетра тăракансемпе _ суд йышăнăвĕпе условнăй майпа айăпламалла е ĕçлесе юсанмалла тата палăртнă срока вăл е ку должноçра ĕçлессинчен хăтармалла тунă граждансемпе те тĕл пулса калаçатпăр, каллех преступлени çулĕ çине тăрасран, административлă право йĕркисене пăсасран асăрхаттаратпăр. Профилактика ĕçĕ ырă пулăмпа таврăнчĕ. Акă, инспекцире учетра тăракансем пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпех пĕр преступлени те туман. Суд йышăнăвне кирлĕ пек пурнăçласа пынă, хăйсене яланах йĕркеллĕ тытнă май, инспекци суда тăратнă представленисемпе килĕшỹллĕн, 9 çынна условнăй айăплавран срок çитмесĕрех хăтарнă. Çав вăхăтрах, палăртнă режима пăхăнманнине пула, миравай судья учетри 11 çынна тата çирĕпрех айăплав парасси пирки йышăну кăларнă. 18 çыннăн тĕрĕслев срокне тăсса панă, хушма тивĕçсем хунă. Условнăй айăплав йĕркине тивĕçлипе пурнăçламаннине пула 11 çынна колоние ăсатнă. Ĕçлесе юсанмалла тунă граждансем вăй хуракан предприятисенче те пулатпăр, суд приговорĕ мĕнлерех пурнăçланнипе кăсăкланатпăр. Предприятире учетри граждансен ĕç укçине тытса юласси еплерех пурнăçа кĕрсе пынине те тĕрĕслетпĕр, тивĕçлĕ акт çыратпăр. Районта ĕçлесе юсанакансем пурĕ 20-ĕн, вĕсем 6 предприяти производствине хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр инспекцири 44 çынна учетран кăларнă, çав вăхăтрах 83 çынна учета илнĕ. Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин 2005 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнчи "Айăплава пурнăçламалли йĕркесене тата обществăран уйăрмасăрах уголовнăй правăпа çыхăннă мерăсене пурнăçа кĕртмелли Инструкцие çирĕплетесси çинчен" приказне тĕпе хурса, инспекцире 2007 çул валли анлă ĕç планне туса хатĕрлерĕмĕр. Вăл туллин пурнăçлантăр, пирĕн инспекцире учетра тăракансем _ суд йышăнăвĕпе колоние ямасăрах тỹрленме шанăç панă граждансем хăйсен йăнăшне тарăннăн ăнланса, саккунпа килĕшỹллĕ тăракан тỹрĕ çул çине тухчăр тесе тимлесси кăçал та пирĕн тĕп тĕллев пулĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться