Легендарлă комдив
ГРАЖДАН вăрçин легендарлă геройĕ Василий Иванович Чапаев 1887 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Будайка ялĕнче (халĕ Шупашкар хулине кĕрет) çуралнă. Пĕрремĕш тĕнче вăр-çин участникĕ паттăрлăхшăн виçĕ хутчен Георги хĕресне илме, прапорщик ятне тивĕçнĕ. Октябрьти революци хыççăн 1917 çулхи декабрьте ăна 138-мĕш запасри полк командирне суйлаççĕ, тепĕр уйăхран ăна Николаев уесĕнчи шалти ĕçсен комиссарне уйăрса лартаççĕ. Вăл йĕркеленĕ хĕрлĕ гвардеецсен отрячĕ уесри кулаксемпе эсерсен пăлхавне путарать. Вăл ертсе пыракан бригада часах Уралта шурă чехсемпе шуррисен майлă казаксене хирĕç пыракан çапăçусене кĕрет. Пултаруллă комбрига иккĕмĕш дивизи начальникне лартаççĕ. Çав çулах ноябрьте пирĕн ентеше Генеральнăй штаб академине пĕлĕве ỹстерме яраççĕ. Çак йывăр вăхăтра вăл тăшмана хă- вăртрах аркатас, çĕнĕ пурнăç тăвас ĕçе пуçăнас ĕмĕт-тĕллевпе хĕмленсе хăйне фронта яма ыйтса рапорт çырать. Унăн ыйтăвне тивĕçтерсе пирĕн ентеше тăваттăмĕш çарăн ятарлă бригадине ертсе пыма уйăраççĕ. 1919 çулхи апрельтен В.И.Чапаев 25-мĕш стрелковăй дивизие ертсе пыма пуçлать. Дивизи комиссарĕ Д.Фурманов пулнă, дивизи Пăхăрăслан, Пелепей, Ĕпхỹ патĕнчи операцисене хутшăнать. Хĕвел тухăç фрончĕ Колчак çарĕсене хирĕç ăнăçлă çапăçнинче пирĕн ентешĕн тỹпи те пысăк. Асăннă дивизи июлĕн 11-мĕшĕнче Уральска шуррисенчен тасатать. Анчах умра инкек кĕтнĕ. Сентябрĕн 5-мĕшĕ умĕнхи каç Лбищенскра тăракан дивизи штабĕ çине шурă казаксем пĕр кĕтмен çĕртен тапăнаççĕ. Чапаевпа юлташĕсем тăшманăн пысăк вăйне хирĕç паттăррăн çапăçаççĕ, анчах тан мар кĕрешỹре пуçĕсене хураççĕ. Паттăр комдив сăнарне Д.А.Фурманов хăйĕн "Чапаев" повеçĕнче сăнласа панă. "Чапаев" ятлă кинофильм та ỹкернĕ. Чаплă çар пуçĕн сăнарне ăша хывса пирĕн çĕршывра ачасемпе çамрăксен мĕн чухлĕ ăрăвĕ ỹссе çитĕнмерĕ-ши? Çак сăнар Тăван çĕршыва чунтан парăнса юратма, йывăр вăхăтра çĕршыв, халăх интересне хăюллăн хỹтĕлеме вĕрентет.