Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОНКУРСРА ĂМĂРТРĔÇ

 

 ИРТНĔ кунсенче Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче "Манăн тăван шкулăм" ятпа ỹкерчĕксемпе сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Ачасен тавракурăмĕ питĕ анлă пулни палăрчĕ çак ĕçсенче. Вĕсем тăван шкулăн сăн-сăпатне, унта иртекен мероприятисене, вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлне тарăннă çутатса пама пултарчĕç. Жюри членĕсем ỹкер-чĕксене пăхса тухнă хыççăн Юля Купташкина (5 класс), Анастасия Тинюкова (5 класс), Элита Амосова (6 класс), Наташа Федорова (7 класс), Ольга Елисеева (7 класс) ĕçĕсене пысăк хак парса чысларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться