Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлме йĕлтĕр сыртăмăр, кайри малта пултăмăр...

 

СПОРТА юратакан çынсене сивĕ çанталăк та хăратаймасть. Çакна шăмат кун "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисемшĕн иртнĕ ăмăрту та çирĕплетсе пачĕ. Тỹрех çакна асăнса хăварар, шкул ачисене çанталăк сивĕрех пулнипе ăмăртăва хутшăнтармасса пĕлтерсе хунăччĕ. Çапах та уйрăм шкулсем ачасене илсе килнĕччĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисемшĕн кашни çулах иртекен ăмăрту çине сỹрĕккĕн пăхни сисĕнчĕ. Темшĕн вăрман уçланкине килме вăхăт тупайман вĕсем. Ахăртнех сивĕрен шикленнĕ пулĕ. Организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем те ытти çулхипе танлаштарсан йышлă мар. Вăт, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Шăмăршă районĕн вырăнти уйрăмĕ команда тăратни чуна савăнтарчĕ. Паллах, кунта чи пултаруллисемпе маттуррисем тесен те юрать. Ара, тăрăшсан темле йывăрлăха та парăнтарма пулать-çке. Вăрман уçланкине пухăннă йĕлтĕрçĕсене саламласа, ăнăçу сунса "Шăмăршăри издательство çурчĕ" ПУП директорĕ-тĕп редакторĕ Б.В.Мишкин, район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин, Патăрьел почтамт ертỹçин çумĕ В.И.Сергеев "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 38-мĕш хут иртекен спорт уявĕ уçăлнине пĕлтерчĕç, пĕрремĕш старт пачĕç. Ăмăртăва шкул ачисен пĕчĕк ушкăнĕ пуçларĕ. Хĕрсемпе каччăсем дистанцие çăмăллăн вĕçлерĕç, 1993 çултан кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче А.Хафизов (Шăмăршă шкулĕ) _ пĕрремĕш, И.Микасев (Палтиел) - иккĕмĕш, А.Можаев (Пăчăрлă Пашьел) виççĕмĕш финиша çитрĕç. 1993 çултан аслăраххисем хушшинче çĕнтерỹ Шăмăршă шкулĕн А.Ларионов вĕренекенĕн аллинче пулчĕ. Ун хыççăн А.Можаев (Пăчăрлă Пашьел), Р.Шафигуллов (Палтиел) килсе иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех хĕрсен ушкăнĕсенче Т.Пайминапа А.Лукьянова (иккĕшĕ те Палтиел шкулĕнчен) малти вырăнсемпе савăнчĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнăран ăмăртусем интереслĕ пулчĕç. 18-30 çулхисен ушкăнĕнчи яшсемпе арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна пĕлтĕрхи пекех П.Самсонов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш _ Г.Александровпа (Карапай Шăмăршă) Э.Никифоров (Шăмăршă). Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче вара "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти командишĕн чупнă О.Куприяноваран хăвăртрах чупаканĕ пулмарĕ, вăл _ пĕрремĕш. Дистанцие вĕçлесе С.Крикина (Кивĕ Чукал) иккĕмĕш пулчĕ. Анат Чаткасри М.Мартынован виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла, С.Крикина шкулта кăна вĕреннĕрен хаçат парнисĕр юлать. 31-40 çулхисем те старта пысăк хавхаланупа тăчĕç. Паттăр ар-çынсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕн командинчи Ю.Ермолаев çĕнсе илчĕ. С.Хафизовпа ("Пĕрлĕхлĕ Раççей") В.Антонов (Шăмăршă) финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш çитрĕç. Хĕрарăмсенчен малти вырăнсене Н.Ларионова ("Елочка" санатори-профилактори), Е.Борзова (Кивĕ Чукал), И.Васильева (район больници) йышăнса парнеллĕ пулса тăчĕç. 41-50 çулхисем хушшинче пыракан ăмăртусене те пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. Пысăк хăвăртлăхпа арçынсенчен чи малтан В.Дмитриев (шалти ĕçсен пайĕ) килчĕ. Пуянкассинчи В.Бондареевпа Палтиелĕнчи Ф.Хакимов ăна çитессишĕн тем пекех тăрăшсан та ун хыççăн кăна финиша çитрĕç. Хĕрарăмсенчен Е.Шумилова (Шăмăршă шкулĕ) _ пĕрремĕш, Е.Борзова (Кивĕ Чукал) _ иккĕмĕш, С.Пушкина (Пуянкасси) _ виççĕмĕш. 51 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен Шăмăршă ял тăрăхĕн йĕлтĕрçи Н.Харлампьева сумлă парнене тивĕçрĕ. Финиша иккĕмĕш Н.Сетриванова (вăрман хуçалăхĕ, виççĕмĕш Ю.Ермолаева ("Пĕрлĕхлĕ Раççей") çитрĕç. П.Ильдяков (Кивĕ Чукал) арçынсем хушшинче мала тухрĕ. Ун хыççăн дистанцие В.Шуряков (Шăмăршă), П.Угасин ("Пĕр-лĕхлĕ Раççей") вĕçлерĕç. Çак ушкăнри хĕрарăмсемпе арçынсем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Вĕсем кашни çулах ăмăртусене хутшăнаççĕ, кашнийĕнчех çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Кашни ушкăнра ăмăртнă йĕлтĕрçĕсен пĕтĕмĕшле результачĕсене шутласан, ял тăрăхĕсен командисенчен пĕрремĕш вырăна шăмăршăсем, иккĕмĕшне кивчукалсем, виççĕмĕшне палтиелсем йышăнни паллă пулчĕ. Организацисемпе предприятисем хушшинчи командăсенчен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Шăмăршă районĕн вырăнти уйрăмĕн команди, "Елочка" санатори-профилактори, Шăмăршă шкулĕ малти виçĕ вырăна тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсене пурне те "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат çырăнса парăнать. Саламлатпăр! Ăмăртăва килнĕ йĕлтĕрçĕсене хавхалантарса, вăй парса район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин тăчĕ. Георгий Николаевича "Шăмăршăри издательство çурчĕ" ПУП тав тăвать, çирĕп сывлăх сунать. Çавăн пекех ăмăртăва йĕлтĕрçĕсене илсе килме майсем тупнăшăн ял тăрăхĕсен администрацийĕн ĕçченĕсем, районти орагнизацисемпе предприятисен ертỹçисем, вĕри чейпе хăналанăшăн "Общепит" ООО ĕçченĕсем те хисепе тивĕç. Сивĕ çанталăка пăхмасăр, ывăннине пĕлмесĕр йĕрке туса тăнăшăн судьясене кашнине ятран асăнсан та ытлашши пулмĕ. Кашни спорт ăмăртăвĕнчех вĕсен пархатарлă ĕçĕ курăнать. Акă, ăмăрту судйисем: ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хуракансем С.Хафизов, М.Яковлев, С.Моисеева, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн специалисчĕ А.Вазанов кăçал та тимлĕ пулчĕç.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться