Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Февралĕн 11-мĕшĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" старт илет

 

ФЕВРАЛĔН 11-мĕшĕнче, çитес вырсарни кун, Раççейри 82 хулара, çав шутра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта йăлана кĕнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" старт илет. Минспорт прогнозĕ тăрăх, йĕлтĕр çине республикăри 25 пин çын тăрĕ. Хĕллехи спорт уявне Шăмăршă районĕнчен те 150 йĕлтĕрçĕ хутшăнĕ. Шупашкар 500 çул тултарни ячĕллĕ парк хĕллехи спорта юратакансене ырă сунса кĕтет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться