Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев палăкне тума шăмăршăсем те хутшăннă

 

ИРТНĔ çул Чĕмпĕрте чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, пирĕн мухтавлă Патриархăмăр И.Я.Яковлевăн палăкне туса лартни çинчен тĕрлĕ хаçатсенче нумай çырнăччĕ. Çак палăка халăх укçипе çĕкленĕ. Чи нумай укçа хывакансем пирĕн ентешсем пулнă: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Ермолаев 300 пин тенкĕ укçан панă тата хăйĕн "СУОР" заводĕнче палăк постаментне хатĕрлеме пулăшнă. Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕрти 14-мĕш МСУ генеральнăй директорĕ Петр Столяров палăк лартма 50 пин тенкĕ укçа куçарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться