Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ячĕ манăçмасть халăхра

 

РАЙОНТИ ĕçыннисем, уйрăмах аслăрах çулхисем Н.В.Космовские лайăх астăваççĕ. Таса чун-чĕреллĕ, ĕçшĕн çунакан çынччĕ вăл. Халăхшăн тăрăшсах сывлăхне нумай пĕтерчĕ. Николай Васильевич 1922 çулта хамăр районти Никишино ялĕнче çуралнă. Çап-çамрăклах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Мускав тата Ленинград хулисемшĕн пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Çакна ăна Хĕрлĕ Çăлтăр тата Мухтав орденĕсемпе наградăлани те çирĕплетет. Вăрçă хыççăн Н.В.Космовский халăх хуçалăх экономикине тĕреклетнĕ çĕре хастар хутшăннă. МТСра, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи парти органĕсенче вăй хунă. 1965 çулхи январьте ăна çĕнĕрен йĕркеленĕ Шăмăршă районĕнчи парторганизацие ертсе пыма шанчĕç. Ун чух пĕрремĕш секретарь районăн чăн аслă хуçи пулнă. Н.В.Космовский ял хуçалăхĕпе промышленноçа çĕклессишĕн, кадрсене вĕрентсе воспитани парассишĕн çав тери нумай тăрăшрĕ. Хăйĕнчен те, çынсенчен те çирĕп ыйтатчĕ. Халăх ăна хисеплетчĕ, юрататчĕ. Космовский района ертсе пынă çулсенче пирĕн тăрăхра питĕ пысăк ырă улшăнусем пулчĕç, колхозсем тĕрекленсе аталанчĕç. Тăван çĕршыва ялхуçалăх продукчĕсем сутмалли плансене район пурнăçласа пынă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Н.В.Космовские виçĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Пултаруллă çынна республикăра та асăрхарĕç. 1971 çулхи ав-густра ăна ял хуçалăх ĕçченĕсен облаçри профсоюз комитетне ертсе пыма шанчĕç. Çак ĕçре вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хучĕ. Н.В.Космовские пĕрре çеç мар район Совечĕн депутатне суйланă, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулчĕ вăл. Халăх шанăçне яланах тỹрре кăларнă. Н.В.Космовский 1997 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вилнĕ хыççăн Н.В.Космовские "Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" чыслă ят панă. Унăн çутă сăнарĕ район çыннисен чĕрисенче яланах упранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 февраля 2007
00:00
Поделиться