Вуламастпăр çав, тăван, вуламастпăр...
ЯЛ çыннин хĕл кунĕсенче пушă вăхăт нумай. Ĕлĕкрех, 15-20 çул каялла, çынсем библиотекăна йышлăн çỹретчĕç, хăйсене интереслентерекен кĕнекесене алран ямасăр вулатчĕç. Чи нумай вулакансен йышĕнче колхоз председателĕ те, ферма заведующийĕ те, механизаторпа доярка та пулнă. Шкул ачисем уроксем хыççăн кĕпĕрех ялти библиотекăна пуçтарăнатчĕç. Шел те, çак ỹкерчĕке паян питех кураймăн. Хăçан пырсан та, библиотекăра ялан çỹрекен темиçе çынсăр пуçне урăх никамах та асăрхамастăн. Çитĕннисем те, ачасем те алла кĕнеке тытасшăнах мар. Библиотекăра ĕçлекенсем каланă тăрăх, тĕрлĕрен мероприятисене те (диспутсем, викторинăсем, тишкерỹсем) вулакансем унчченхи пек йышлăн хутшăнмаççĕ. Юлашки вăхăтра ахаль библиотекăсенчен моделлĕ библиотекăсем туса хучĕç, анчах çакă та вулакансене илĕртмест пулмалла. Ачасем кĕнеке вулама мар, компьютерпа тĕрлĕ вăйăсем выляма çеç пыраççĕ библиотекăна. Çитĕннисене вара компьютер та туртмасть. "Кĕнеке _ пĕлỹ çăл куçĕ", - тетчĕç пире учительсем пĕрмай. Паян вара учительсем хăйсем те чи активлă вулакансен йышĕнче çук. Шăпах вĕсен тĕслĕх кăтартмалла мар-и-ха ĕнтĕ ыттисене? Ял çыннисем хаçат-журнал сахал çырăнса илни те шухăшлаттарать. Лавккара эрех туянма пурте укçа тупатпăр, çур литртан кăшт çеç хаклăрах район хаçатне çырăнма вара кĕмĕле шеллетпĕр. Ачасем валли ятарласах тухакан "Тантăш" хаçат та районта сахал сарăлать. Ним те вуламасан, нимĕнпе те интересленмесен пурнăçпа тан пыма пултарайăпăр-ши? Телевизор умĕнче ларнипе кăна ăс-тăна пуянлатаймăн, нумай фильмсем тискерлĕхпе усал йăласене пропагандăлани вăрттăнлăх мар. Вырăс, чăваш, тутар, ирçе классикĕсен ырра вĕрентекен произведенийĕсене вуласан, усси чылай ытларах пулĕччĕ. Çулталăкра пĕр кĕнеке те пулин вуласа тухман, пĕр хаçат та çырăнса илмен çынран эпĕ тĕлĕнетĕп: нивушлĕ пушă чунпа пурăнма кичем мар-ши? Атьăр-ха библиотекăна каяр, кĕнекесен асамлă тĕнчине кĕрер, романсемпе повеçсем, калавсем, сăвăсемпе поэмăсем вуласа ăс-тăна илемлетер. Ырра курса, тен, хамăр та ырăрах пулăпăр?