Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йышлă выльăх _ ыранхи укçа, лайăх пурăнас тесен, ытларах усра

 

АНАТ ЧАТКАС ял поселенийĕ тăватă ялтан тăрать, вĕсенчен иккĕшĕ _ М.Горький тата Хĕрлĕ Васан паççулккисем _ пĕчĕккисен шутĕнче. Ял халăхĕ йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенче 437 ĕне выльăх, çав шутра 382 сăвакан ĕне шутланнă. Сыснасен йышĕ _ 800 ытла, сурăхсем те 500-е яхăн. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене сутса укçа тăваççĕ. Хĕл кунĕсенче те М.Самсонов, Н.Краснов тата Г.Новая хатĕр-левçĕсем халăхран 1,5 тонна ытла сĕт туянаççĕ. Çанталăк ăшă тăнипе, аш-какая вырнаçтарас тĕлĕшпе çеç хăш-пĕр йывăрлăхсем тухса тăнă. Ялта потребитель кооперативне йĕркелесен, сĕтпе аша тата çĕрĕç продукчĕсене сутма чылай çăмăлрах пулĕччĕ. Районти ытти ялсенче те выльăх-чĕрлĕх усракансем йышлă. Акă, Васанти В.П.Егоров хăйĕн пĕчĕк ферминче ĕне, вăкăр, 3 сысна ами, халь тесен халь пусма юрăхлă 8 сысна, 10 сысна çури, 2 лаша усрать. Çак ялти В.П.Еремеев хуçалăхĕнче сыснасен йышĕ 70 пуçран та иртнĕ. Тата 2 ĕне, 13 сурăх тытаççĕ. Чăннипех те ĕçчен хресчен теме пулать Еремеева. Асанкассинчи Инголовсен, Карсаковсен, Козловсен, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Угаринсен ĕçченлĕхĕ те тĕлĕнтерет. Л.М.Инголов, сăмахран, сăвакан 2 ĕне, 4 вăкăр, 7 тына пăру, 2 лаша, 4 сысна амипе 1 аçа усрать, пĕчĕк пăрусемпе сысна çурисем те пур. Патирекри Севрюгинсен, Палтиелĕнчи Герасимовсен, Шăмăршăри Силюковсен хуçалăхĕсем те выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Çỹлте асăннă çемьесем пурте тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ, выльăх пăхса, çĕр çинче ĕçлесе сахал мар тупăш илеççĕ. Иртнĕ çул килти хушма хуçалăха аталантарма наци проекчĕ пысăк пулăшу панине те асăнмалла. Районти ял çыннисем 54 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ, çак укçапа витесемпе ытти хуралтăсем туса лартнă, ăратлă выльăхсем туяннă тата ытти те. "Агропромышленноç комплексĕнче наци про-ектне ĕçе кĕртме тытăннă хыççăн уйрăмах вăйланнă кредит политики хресчен çемйине япăх мар ĕçлесе илме май парать, апла пулсан, çемьери экономика никĕсне çирĕплетме пулăшать", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Патшалăх хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредит виçи кăçал самаях ỹсни те ял çыннисене савăнтармалла. 1 миллион тенкĕ таран кредит илме май пур. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан кивçене татма вăй çитеретех. Çакна пĕлтĕр кредит илнĕ çынсем те çирĕплетеççĕ. Паллах, выльăх-чĕрлĕх усрама утă тата тырă кирлĕ. Халăха 3340 гектар çĕр çирĕплетсе панă пулсан, 2470 гектарĕпе хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе усă курмалла. Техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, сортлă вăрлăх туянма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илме пулать. Çапла вара, ĕçлес текен çыншăн нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр, пысăк ĕмĕтпе ĕçе пуçăнмалла. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, ял поселенийĕсенче килти хушма хуçалăхсене аталантарассишĕн мĕнле ĕçленипе тăтăш интересленнĕ май, кашнинчех паха опыта анлăрах сарма сĕнет. Пĕрин ырă тĕслĕхĕ теприне выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал йышлă усрама хавхалантартăр. Ялта ĕçсĕр аптăракан çынсем пачах та ан пулччĕр, ун чух пирĕн пурнăç чылай пуянрах та илемлĕрех пулĕччĕ. Укçаллă çын хаклă япала туянма та, ачине вĕрентме те, сывлăхне тĕреклетме те май тупĕ. Укçине вара килти хушма хуçалăха аталантарсан çеç ытлă-çитлĕ тума пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 февраля 2007
00:00
Поделиться